Педагог тата наставник çулталăкĕ старт илнĕ май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те хисеплĕ вĕрентекенсене, çамрăксене çул кăтартакансене - наставниксене - халалланă мероприятисем пуçланчĕç.
Акă, Патăрьел муниципалитет округĕнчи централизациленĕ библиотека системинче çак кунсенче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕн, хисеплĕ краеведăн, педагог-наставникăн, Валерий Салмин халăх академикĕн "От теории познания к философии познания Вселенной" ятпа куравĕ ĕçлеме пикенчĕ. Вулакансене, кăмăл тăвакансене куравпа библиотека ĕçченĕсем çеç мар, автор хăй те паллаштарать, кашни экспонат пирки тулли те кăсăклă каласа парать. Вулавăша килекенсем Валерий Ивановичăн астрономипе, физикăпа, философипе, çав вăхăтрах Салминсен йăх-несĕлĕпе çыхăннă кăсăклă материалсемпе кăмăлтан паллашаççĕ.
Валерий Салмин вулакансемшĕн те, вулавăша хапăл тăвакансемшĕн те çĕнĕ ят мар. Туçа хастарĕ хăй çуралса ỹснĕ тĕп килпе юнашар Салминсен çурт-музейне уçни пирки "Авангард" хаçатра та сахал мар çырнă. Кун пирки республикăри МИХ хатĕрĕсенче те тăтăшах материал пичетленет. Паян Валерий Иванович хăйĕн кил хуçалăхĕ çумĕнче йĕркелесе янă музей (республикăра ун пекки пĕртен пĕрре) Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти А. Г. Николаев ячĕллĕ Космонавтика музейĕн филиалĕ шутланать. Вĕсем хушшинчи туслă çыхăну Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çак музее малалла аталанма, пуянланма, унăн авторне вара çулне кура мар хавхаланса ĕçлеме пулăшать.
Кĕскен курав авторĕ пирки.
В. Салмин ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен пединститута вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсран çара кайнă. Ун хыççăн ЧПУн историпе обществознани факультетĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Каярахпа ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа тепĕр аслă пĕлỹ илнĕ. Ĕçлеме Елчĕк районĕнчи Кушкă шкулĕнче пикеннĕ. Каярахпа РОНО инспекторĕнче, ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн- че педагог-преподаватель пулса ĕç стажне малалла тăснă. 1982-2005 çулсенче вара тăван ялти колхозпа ытти хуçалăхсенче тĕп экономистра, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ĕç ветеранĕ ĕçри пултарулăхшăн, общество пурнăçĕнчи хастарлăхшăн тĕрлĕ шайри чылай Хисеп грамотипе Тав хутне тивĕçнĕ. Кĕмĕл çулти волонтер паянхи кун та муниципалитет округĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнать.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |