Фестивале хутшăнма хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 19:14 Просмотров: 475

Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа ЧР Цифра министерстви ачасемпе çамрăксен "Медиавзлет" медиапроектсен фестивальне йĕркелессине Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем ырласа йышăнчĕç. Халĕ проект хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.

"Вырăнти медиацентр 2019 çултанпа ĕçлет. Унта явăçакан кашни ача хăйĕн пултарулăхне аталантарма пултаратех. Пĕр шухăшлă вĕренекенсем пĕрле пуçтарăнса "Пирĕн сасă" хаçат калăплама пикентĕмĕр. Ăна уйăхра пĕрре кăларатпăр. Фотокорреспондент та, дизайнер та, хаçата калăплакан та, редактор та пур пирĕн",- тет центр ĕçне йĕркелесе пыракан Марина Иванова вĕрентекен.

- Хаçатăн кашни номерĕнче палăртнă темăсене уçса пама тăрăшатпăр. Вулакансен интересне мала хурса вĕренỹри çитĕнỹсем, çĕнĕ технологисем, патриотизмла воспитани, ачасен профориентацийĕ, информаци хăрушсăрлăхĕ, йăла-йĕрке тата ытти çинчен çутататпăр. Мана редактор тивĕçĕ килĕшет. Кампа кăна калаçу пуçармастăн шкулта. Ушкăнри ачасенчен малашлăхне журналистикăпа çыхăнтарас ĕмĕтлисем те пур,- тет Аэлита Логунова.

Медиацентр ĕçĕ 2 пайран тăрать: хаçат кăларасси тата видеороликсем хатĕрлесси. Унта 9-11 классенче вĕренекенсем (Екатерина Комарова, Карина Иракина, Кристина Васильева, Надежда Дюкина, Алексей Каримов, Аделина Солдатова) çỹреççĕ. Шкулти пĕр уяв та, мероприяти те çутатмасăр юлмастех. Ыйту-хуравсем ирттерни ĕçри кăлтăксене тикĕслеме пулăшать. Чи лайăх материлсене шкул сайтне лартаççĕ. Çакă та вĕрентỹ учрежденийĕн чысне çĕклеме пулăшать.

3 çулта сахал мар çитĕнỹ тунă ертỹçĕпе ачасем. 2019 çулта районсем хушшинчи фестивальте "Театр манăн чĕрере" номинацире çĕнтерỹçĕ пулнă. 2020 çулта регион шайĕнчи шкул ачисен хаçачĕсен конкурсĕнче мала тухнă. Иртнĕ çул "Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕçри паттăрлăхĕ" видеороликсен республикăри конкурсĕнче çĕнтернĕ.

 Ĕçре "Точка роста" кабинечĕсем пурри пысăк пулăшу кỹрет. Ăна пула та шкул пурнăçĕ пĕр вырăнта тăмасть, ачасен кулленхи аталанăвне малалла яма пулатех кунта.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика