РФ ШĔМĕн муниципалитет округĕсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ февралĕн 6 - 10-мĕшĕсенче "Парăмçă" ("Должник") оперативлă профилактика мероприятийĕ ирттерчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан постановленисене пурнăçламан граждансене тупса палăртасси. Çак сăлтавпа йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен аллине çакланнисене никама та пуçран шăлмаççĕ, пурне те РФ КоАПăн 20.25 статйипе ("Уклонение от исполнения административного наказания") айăплаççĕ: граждансене кирлинчен икĕ хут ытларах (пĕр пинрен кая мар) тỹлеттереççĕ, 15 кунлăха обязательнăй майпа арестлеме е 50 сехетлăхе обязательнăй майпа ĕçлеттерме пултараççĕ.
Полицин участокри уполномоченнăйĕсен начальникĕ Ильдус Козлов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа административлă право йĕркине пăснă 137 тĕслĕхе (ГИБДДпа çыхăннисене шута илмесĕр) шута илнĕ, асăннă тапхăрта вара 10 парăмçăна саккунпа явап тыттарнă.
Ноябрь 2024 |