Пăрлак çулпа патак та тытаймăн...

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:04 Просмотров: 492

КĂÇАЛХИ хĕл хăйне евĕр пулăмпа палăрса тăрать. Çанталăкăн начар кунĕсем çук теççĕ пулин те, ăшăтса илсе унтан тỹрех сивĕтсе пăрахнă хыççăн çулсем кĕленче евĕр пăрланса ларчĕç. Çул-йĕре пăхса тăракан организацисем автомашинăсем çỹрекен çулсене хăйăрпа тăвар хутăшне сапаççĕ-ха. Вырăн-вырăнпа Патăрьелĕнчи тротуарсене те çавăнпах сирпĕтсе хăварнă. Анчах та хăш-пĕр çĕрте нимĕн те мар шуса ỹкме, алă-урана хуçма е пысăк суран илме те пулать. Пăрлак çулпа патакпа утни те кăлăхах. Виççĕмĕш "ура" та шанчăклăн пулăшаймĕ. Уйрăмах автовокзал таврашĕнче, унăн çывăхĕнче çакăн пек йывăр лару-тăру пулнине шăнкăравласа пĕлтерчĕç хаçат редакцине.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика