В.Маркиданов ячĕллĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи йĕлтĕр йĕрĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз членĕсем хушшинче 44-мĕш спартакиади йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕпе уçăлчĕ. Ăна Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Спартакиадăна уçма тата унта хутшăнакансене саламлама Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Пикшик территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Владислав Краснов хутшăнчĕç.
43-мĕш спартакиада çĕнтерỹçисем - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам тата Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулсен, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн ĕçченĕсем - ялав хăпартма тивĕç пулчĕç. Йĕлтĕр эстафетине вăтам шкулсен 14, тĕп шкулсен 4, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен 10 тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК команди хутшăнчĕ.
Вăтам шкулсен чысĕшĕн икшер арçынпа хĕрарăм, тĕп шкулсен - икĕ хĕрарăмпа пĕр арçын - тупăшрĕç.
Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенчен Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн команди пĕрремĕш, Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл" ача сачĕ иккĕмĕш, Турханти "Çеçпĕл" ача сачĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Çĕньялти пĕрремĕш, Çĕнĕ Ахпỹртри иккĕмĕш, Кивĕ Ахпỹртри виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Вăтам шкулсенчен Аслă Чементи тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКа команди пĕрремĕш, Турханти иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем вĕрентỹ управленийĕпе районти профсоюз организацийĕн грамотисене, парнесене тивĕçрĕç.
Ноябрь 2024 |