Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:23 Просмотров: 380

- Çынна юлашки çула тĕрĕс епле ăсатса ямалла?

- Вилнĕ çынна кĕл туса ăсатасси, тимлесе пытарасси - чи кирлĕ ĕç мар-ха. Чи кирли - çыннăн чунне леш тĕнчене куçма хатĕрлесе çитересси. Çавăнпа та ватăлса çитнĕ çыннăн, вилĕмне кĕтекенĕн хăй вилсе кайиччен çылăхĕсене пурне те каласа парса ỹкĕнмелле. Çамрăкранпах мĕн-мĕн тунисене аса илмелле, хăйне çу сĕртермелле. Çăва вилес умĕн анчах мар, ытти çынсене те сĕреççĕ. Вăл сывалма пулăшать, çу сĕрни манса кайнă çылăхсене пĕтерет. Çылăхсене ỹкĕнсе каласа панă, çу сĕрнĕ хыççăн Христосăн таса ỹчĕпе Юнне ăша илме те юрать. Хамăрăн çывăх çыннăмăрăн çĕр çинчи пурнăçĕ вĕçленсе килес умĕн священнике чĕнмелле: вăл чун ỹтрен тухнă чухнехи канона вулать. Священник çук пулсассăн ĕненекен тăванĕсем канона хăйсем те вулама пултараççĕ. Вăл канон кĕлĕ кĕнекинче пур. Вилес умĕн çыннăн пуринчен те каçару ыйтмалла. Ăна ун пирки асăрханса каласа, астутарсах тăмалла, пулăшмалла. Христоса ĕненекенĕн виличчен малтан 2-3 çул чирлесе пурăнни, ỹте чакарни пит усăллă. Хăй чирленĕ чухне çын кăмăлсарланмасть, никама та хурламасть пулсан унăн чунĕ тасалнăçемĕн тасалса пырать, вара вăл ку тĕнчерен леш тĕнчене те çăмăллăнах куçать. Вилнĕ çын чăн тĕне тытса Христоса питĕ ĕненсе пурăннă, чиркĕве йĕркеллĕ çỹренĕ, ỹкĕнсе çылăхĕсене каçарттарнă, Туррăн Ỹчĕпе юнне ăша илнĕ пулсан, пытариччен пĕр кун маларах ăна священникпа килĕшсе татăлса чиркĕве илсе пымалла. Пытарнă кунхине кĕл туса ăсатмалла. Чиркỹ кĕл тусах тăни вилнин чунне питĕ пулăшать. Уйрăмах Литургире 40 кун хушши кĕл тутарни, асăнтарни кирлĕ. 40 хун хушши асăнтарма темиçе чиркĕве парсан та аванрах. Панихида туни, вилнĕ çын ячĕпе чухăнсене пулăшни, Псалтир вулани те унăн чунне пысăк усă параççĕ. Вилнисем ĕнтĕ хăйсемшĕн тек кĕл тăваймаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем çĕр çинче юлнă çывăх çыннисем, тăванĕсем кĕл тăвасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Турра ĕненсе вилнĕ çынна çапла пулăшни пит кирлĕ пулсассăн, ĕненмесĕр, чиркĕве çỹремесĕр вилнисем пирки мĕн каламалли юлать-ши? Унашкал çынсене пулăшмалла. Апостолсем хăварнă йĕрке тăрăх, умлă-хыçлах виçĕ вырсарникун Чиркỹре пулман çынна Святой Сывлăш Чиркỹ çыннисен йышĕнчен кăларать, ун пек çын тĕттĕме, шуйттан аллине лекет. Типĕ тытманнисем те, юнкунсемпе эрнекунсенче аш-пăш çисе пурăнакансем те, венчете тăмасăрах арлă-арăмлă пурăнакансем те, Турра кĕл туса пуç çапса пурăнманнисем те, хăйсем тунă пит йышлă çылăхĕсене туйманнисем те тĕттĕмлĕхре тăраççĕ. Хура вырăна хура япаласем хурсассăн ăна тỹрех асăрхама та çук. Этем çылăхсем туса пурăнать пулсассăн унăн чунĕ те хуралнăçемĕн хуралса пырать. Çавăнпа та çĕнĕрен тусах тăракан çылăхĕсене вăл çылăх вырăнне те хумасть, асăрхамасть вĕсене. Таса Сывлăш йĕркипе пурăнма тытăннă этем çеç хăйĕн çылăхĕсене асăрхама тытăнать, вĕсем ытла нумайран хăрама пуçлать. Христос çапла каланă: "Сыхă тăрăр, - тенĕ. - Мĕншĕн тесен Туррăмăр хăш сехетре килессине пĕлместпĕр". Турă пирĕн çылăхăмăрсене пурне те каçарать, ỹкĕнмесĕр тунă çылăхсене çеç каçармасть. Çавăнпа та вăй пур пулсан, священник патне пымалла. Хĕреспе Евангли - курăнман Турă сан умăнтах тăнине пĕлтерекен, курăнакан паллăсем. Тĕрĕссипе каласан, эпир священник умĕнче ỹкĕнместпĕр, çылăхăмăрсене Турра каласа парса, Ун умĕнче тăрса ỹкĕнетпĕр. Эпир чăнласах ỹкĕннĕ пулсан, çылăхсене пĕрне те пытарса хăварман пулсан Турă çылăхăмăрсене священник урлă каçарать. Çапла этем Турăпа килĕшỹ тупать, çылăхсемпе кĕрешме Ун ырлăхĕнчен вăй-хăват илет. Христос чиркĕвĕнче мĕн авалтанпах çак йĕркене çирĕп тытса пынă.

- Вилсен çунтарса янă çыншăн кĕл тума, ăна асăнма тата асăнтарма юрать-и?

- Христоса ĕненекенсем вилнисене çунтарса ямаççĕ, çĕре чавса пытараççĕ. Крематорисенче çунтарса ярас йĕрке - ютран килнĕ йăла. Турă çапла каланă: "Эсĕ тăпра, - тенĕ вăл Адама, - каллех тăпра пулса тăрăн". Çынна суя тĕнпе пурăнакансем çунтарса яма хапăл тăваççĕ. Вĕсем Турра ĕненмеççĕ, хăйсене те çут çанталăк пултарнă тесе шухăшлаççĕ. Акă мĕн сăлтава пула вĕсем вилене юрласа та ташласа ăсатаççĕ, крематорисенче çунтарса яраççĕ. Тамăкăн тĕпелĕ çук. Кашнинех, хăй епле çылăха кĕнине кура, аяларан аяла анса пыма пултарать...Кремаци вучĕ те тамăк вутне аса илтерекен япала.

 Амвросий (ЮРАСОВ) архимандрит, ("Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен" кĕнекерен).

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика