Пысăк чунлă, ырă кăмăллă çынсем юнашарах

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2023, 13:20 Просмотров: 377

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пархатарлă та ырă ĕçшĕн кар тăракансем унччен те сахал мар пулнă-ха. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн вĕсен йышĕ тата нумайланса пыни сисĕнет. Салтак тумне тăхăннă ентешĕмĕрсене пур енлĕ пулăшма тăрăшакансем кунсеренех хушăнса пыни, вĕсемпе пĕрле пулма, вĕсене хавхалантарма тăрăшни савăнтарать.

Çак кунсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе çула тухакансене (Юрий Тинюков волонтерсен ушкăнĕ) салтаксем ыйтакан япаласене туянса пама хапăл тунă хастарсем умĕнче пуçăмăра таяс килет. Çĕнĕ Ахпỹртри Виктор Иракин салтаксем валли автомат пиçиххине туянма 60000 тенкĕ панă. Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ, Сăкăтра пурăнакан Анатолий Казачков 4 раци приборне илсе парассине (15560 тенкĕлĕх) хăй çине илнĕ, Çăл Атăкра пурăнакан Виктор Антипов салтаксене хăйĕн çемйинчен парса яма виçĕ курупка ыхра, икĕ курупка сухан хатĕрленĕ тата ытти те. Пысăк чунлă, ырă кăмăллă çынсем юнашарах. Пирĕн пĕрлĕх салтаксене хăвăртрах çĕнтерỹпе таврăнма хавхалантартăр.

Сăмах май каласан, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ тĕлне салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ яма социаллă хỹтлĕх центрĕнче те çак ĕçе йĕркеленĕ. Ытларах вĕсене мĕн кирлине 6-14-35 телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика