ХАÇАТ редакцине Шăнкăртам ялĕнчен урамра ирĕкре çỹрекен йытăсем хуçаланни пирки ачасен амăшĕ пăшăрханса шăнкăравларĕ. Тĕрĕссипе паян çак ыйту кунта çеç мар, кашни ялтах çивĕч. Паллах, ушкăнпа кĕпĕрленсе çỹрекен анчăксем хушшинче килти йăва çук йытăсем те пур-ха. Çапах та хăш-пĕр хуçа кил-çурт хуралçине пĕр яваплăха туймасăр ирĕке кăларса янине те йышăнмалла. Вĕсем вара пушшех те çын хыççăн вĕрсе чупаççĕ. Тăватă ураллă туссен пурин те хỹри кукăр. Çавăнпа та асăрханмасан ачасене те, аслисене те инкек кăтартма пултараççĕ.
Ноябрь 2024 |