Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район прокурорĕ А.Афанасьев, муниципалитет депутачĕсем, структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракансем хутшăнчĕç.
Ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 17 ыйтуран ытларах пайĕ Патăрьел районĕнчен Патăрьел муниципалитет округĕ туса хунипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем, саккунпа килĕшỹллĕн пурнăçламалли йĕркесем пирки пулчĕ. Вĕсемпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн право тата кадр ыйтăвĕсен пайĕн начальникĕ Н. Каргина, ĕçсен управляющийĕ, организаципе тĕрĕслев ĕçĕсен пай начальникĕ А. Ильина, экономика пайĕн специалисчĕ А. Медведева, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство, çул-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов паллаштарчĕç.
Çавăн пекех РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полици начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе тимлекен çумĕ Алексей Быков йĕрке хуралĕн 2022 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет туса пачĕ. Ăна сỹтсе явма депутатсем те, пуху ĕçне хутшăннă ытти çынсем те хутшăнчĕç, муниципалитет округĕнче преступлени тăвассине чакарас тĕллевпе профилактика субъекчĕсемпе пĕрлех депутатсен те пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕç.
Пухура пăхса тухнă кашни ыйтупах депутатсем тивĕçлĕ йышăну турĕç
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |