Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2023, 14:26 Просмотров: 362

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн театр уйрăмĕнче вĕренет Ирке Масяева. Нумай пĕлме юратать вăл. Ырă канашсем пама, тарăннăн шутлама пĕлни палăрать унра. Тавра курăмĕ анлă хĕрĕн. Шкулта иртекен олимпиадăсене кăмăлтан хутшăнать. Театр ăсталăхĕпе, литературăпа, ытти предметсемпе пĕр хутчен çеç мар çĕнтерỹçĕ пулнă. Умне лартнă тĕллевсене яланах пурнăçлама тăрăшать.

 Класс тата шкул тулашĕнчи ĕçсенче те харсăр Ирке. Ахальтен мар унăн тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе дипломсем сахал мар ĕнтĕ. Вĕсен йышĕнче районти "Телейлĕ ачалăх", "Манăн аннен сăнарĕ", "Ветерана - парне", "Пурăн тата чечеклен, тăван ен", "Мăнкун савăнăçĕ", "Çуралнă кунпа, тăван район!", "Никама та манман, нимĕн те манăçман", республикăри "АВАНсцена", "Чăваш Ен - манăн юрату", "Çĕнĕ çул пирĕн пата васкать", "Алран-ал тытар-ха, юлташсем", "Илемлĕ сăмах", "Çуркунне хыпарçисем", "Кашни шкулăн хăйĕн паттăрĕ", "Юратрăм эп, хирсем сире", "Çĕнĕ çул илемĕ", регионсем хушшинчи "Чулпан", "Ăсталăх вăхăчĕ", "Вокал", "Камышым-алтын бишегем", Пĕтĕм Раççейри "Халăх вокалĕ", "Ман юратнă, тăван ен", "Патшалăх символĕсем" тата ытти те вуншар пур.

Тус-юлташĕ хушшинче хисепре Ирке. Сывă пурнăç йĕркине мала хурса спорта кăмăллать. Гимнастикăна юратать. Кĕçĕн классене вĕрентекен Гульнара Максутовна амăшĕпе "СтройРемМост" пĕрлешĕвĕн прорабĕ Мукатдес Небиуллович ашшĕ тивĕçлĕ воспитани парса ỹстереççĕ ăна.

 Юлташĕсемшĕн кăтартуллă Ирке. Çавăнпах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ те вăл.

А.АНТОНОВА

 

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика