"Паттăр" стадионта Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ-2023" ăмăрту иртнĕ. Çак мероприяти çуллен йĕлтĕрпе чупма юратакан ватти-вĕттине старта тăма йыхравлать.
Уява хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Наталия Андреева, йĕлтĕр спорт ассоциацийĕн председателĕ Сергей Сафьянов, ăмăртăвăн тĕп судйи - ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Афанасьев саламланă.
- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кашнийĕ спортпа туслашма пултартăр тесе тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшатпăр. Ачасемпе аслисем валли нумай мероприяти ирттереççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем паян палăртнă дистанцие çăмăллăнах парăнтарасса шанса тăратăп. Пурне те ырă кăмăл-туйăм, хавхалану сунатăп! - тенĕ Рудольф Васильевич ăмăртăва уçнă май.
Старта тăракансен шучĕ çуллен нумайланса та нумайланса пырать. Кăçал 3500 çын ытла - ача садне, шкула çỹрекенсем, предприяти-организацинче ĕçлекенсем, йĕлтĕр спорчĕн ветеранĕсем тата ыттисем те - хутшăнма кăмăл тунă. "Паттăр" стадионта кăна 568 йĕлтĕрçĕ пулнă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх ăмăрту VIP-чупуран пуçланнă. Çулне тата квалификацине кура спортсменсем тĕрлĕ дистанцие чупса тухнă. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |