Шăнкăртатать-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2023, 14:28 Просмотров: 337

Шăнкăртам ялĕ витĕр виçĕ юхан шыв юппи иртсе Пăлана юхсаь тухать. Шел пулин те чылайăшĕ вĕсен ячĕсене пĕлмеççĕ те. Географи картти çинче юхан шыв ятне "Юхма" тесе палăртнă. Архив материалĕсемпе паллашнă хыççăн унăн ячĕ тĕрĕс пулни пирки иккĕленỹ çуралать. 17 ĕмĕрти летопиçре "Шигирданка" тата "Шигирдана остров" (вырăссем яла "утрав" ("остров") тенĕ). Апла пулсан çав юхан шыв "Юхма" мар, "Шигирданка" ятлă.

Çĕр тавлашăвĕпе çыхăннă суд материалĕсенче "Була-Обор- жи-Юхма-Шигирданка" тени пур. Апла пулсан "Юхма" тата "Шигирданка" икĕ тĕрлĕ ăнлав, икĕ тĕрлĕ юхан шыв. Каллех ыйту çуралать: "Юхма" юхан шыв ăçта шăнкăртатать-ши?

Патăрьелĕнче Юхма урамĕ пуррине пурте лайăх пĕлеççĕ. Эпĕ Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ чухне çырансемсĕр, вашмăк, лапампа юхса иртекен шыв урлă каçса çỹренине лайăх астăватăп. Ку таврашра темиçе çурт çеçчĕ. Патăрьел ялĕ çар комиссариачĕ патĕнчен пуçланатчĕ. Çак шывпа шурлăх типнĕ хыççăн кунта çуртсем, лавккасем туса хучĕç, каярахпа пасар вырăнĕ те пулса тăчĕ. Çак çырман вĕçĕ вара упранса паянхи кун тĕп стадион патĕнчен юхса Кепе юхан шывпа Патăрьел ялĕ çывăхĕнчи Пăлана юхса кĕрет. Каярахпа вăл хĕвеланăçнелле куçса Кĕçĕн Патăрьел çывăхĕпе шăнкăртатма пикеннĕ.

Юхма урамне мĕншĕн çапла ят панă-ха? Çак сăмах финпа угор чĕлхинчен кĕнĕ. Лапам, тỹрем тенине пĕлтерет вăл. Чăнах та кунта çакăн пек вырăн. Юхан шывĕ типсе тỹремленнĕ, ячĕ вара упранса юлнă. Çавă çеç. "Шигирданкăна" вара картта çинче йăнăшпа "Юхма" тесе çырнă тесе шутлатăп.

П. САЛИХОВ, краевед. Шăнкăртам ялĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика