ТĔРЛĔ сăлтава пула ялсенче ĕне-вылăх усракансен шучĕ чакрĕ. Шăнкăртам территори пайĕнче вара çак пулăм сисĕнсех каймасть. Хальхи вăхăтра та кунти килти хушма хуçалăхсенче 6776 пуç мăйракаллă шултăра выльăх тытаççĕ. Вĕсенчен 1143шĕ - сăвăнакан ĕне. Чĕлхесĕр янаварсем кашни пилĕк çемьере пĕрре темелле. Унсăр пуçне çак хутлăхра 1349 лаша, 3457 сурăхпа качака, пилĕк пине яхăн чăх-чĕппе хур-кăвакал тата ытти те пур.
Пирĕн тăрăхри ял çынни мĕн ĕлĕкех çĕрпе тата выльăх-чĕрлĕхпе пурнăçа сыпăнтарса пурăннă. Шăнкăртам территори пайĕнче те çынсене чăн малтанах ĕне-выльăх усрани тулăх пурăнма пулăшать. Ỹркенменнисем ăна темиçе пуç та тытаççĕ.
Ноябрь 2024 |