РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх кашни эрнерех республика шайĕнче операцисем иртеççĕ. Вĕсем пурте çула тухакан водительсем çеç мар, çуран çỹрекенсем те çул-йĕр правилине пăхăнассипе, аварисен, преступленисен шутне чакарассипе çыхăннă. Маларах, февралĕн 15-мĕшĕнче "Автобус" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çитес эрнере, февралĕн 21-23-мĕшĕсенче вара "Ỹсĕр водитель" ("Нетрезвый водитель") операци йĕркелеççĕ . Вăл Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕпе çыхăннă уява та çакланать. Çавăнпа та руль умне ларакансен çак кун уйрăмах сыхă пулмалла.
Сăмах май каласан, февральте çеç пирĕн тăрăхра 4 авари пулнă, вĕсенче тăваттăн аманнă. Çав вăхăтрах руль умне ỹсĕрле ларнă 7, водитель правинчен хăтарнă 3 çын ячĕпе протокол çырма тивнĕ.
Ноябрь 2024 |