ÇУЛСЕРЕНЕХ çĕршывра москит сеткăпа улталанса ачасем кантăкран тухса ỹкнĕ тĕслĕх сахал мар пулать. Шел пулин те, хăшĕ-пĕри вара синкерлех вĕçленет. Мухтав Турра, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак сăлтавпа пăтăрмах пулман. Çапах та çакă асăрханулăха хавшатмалли сăлтав пулмалла мар. Çул çитмен ачасене килте пĕччен хăварни вут-кăвар инкекĕ патне çеç мар, çакнашкал хуйхă патне те илсе пыма пултарать. Çанталăк çуркунне еннелле сулăнса пынă май кун пирки пушшех тимлĕ пулни пĕлтерĕшлĕ.
Ноябрь 2024 |