Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 16-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă.
Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, Правительство иртнĕ çулхи ĕçре халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллеве тĕпе хунă. Çавна май отчетра сăмах Чăваш Енре наци проекчĕсене мĕнле пурнăçлани çинче никĕсленнĕ. Пĕрлех республика Раççей Президенчĕ лартнă тĕллевсене еплерех пурнăçа кĕртнипе, Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕпе, инвесторсене илĕртессипе мĕнлерех ĕçсем туса ирттернипе те паллаштарнă регион ертỹçи.
А. ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |