- Аппа дояркăра ĕçлетчĕ. Манпа пĕр класра вĕренекен ачасен амăшĕсем те фермăра тăрăшатчĕç, мĕн пĕчĕкренех вĕсене пулăшма çỹренĕ. Çулла ĕнесене вăрмантан инçех мар лагере куçаратчĕç. Дояркăсене унта çити кузовлă машинăпа илсе каятчĕç. Вăл вăхăтра витере вăй хуракансем хушшинче çамрăксем ытларахчĕ, вĕсем юрăсем юрласа пыратчĕç. Пирĕн те машинăпа ярăнас, аслăраххисемпе юнашар ытларах пулас килнĕ пуль çав, кăнтăрлахи сăвăм вăхăтĕнче пĕрле каяттăмăр. Сĕт витрисене йăтса пулăшаттăмăр, выляттăмăр. Фермăра ỹснĕ тесен те юрать, - тесе ăшшăн аса илчĕ хăйĕн ачалăхне Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹре ферма заведующийĕнче, зоотехникра тăрăшакан А. Полякова.
Комсомольски районĕнчи Асанкассинче 1969 çулта çуралнă хĕр аллине аттестат илнĕ хыççăн пĕр иккĕленмесĕр хăйĕн пурнăçне выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарма тĕллев тытать. Пĕрле ăс пухнă икĕ тантăшĕпе Алена Ивановна Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет.
Вăл тата тепĕр юлташĕ зоотехниксене, виççĕмĕшĕ ветеринарсене вĕрентекен уйрăмра пĕлỹ пухаççĕ. 1989 çулта дипломлă специалист Патăрьел кинĕ пулса тăрать. Çак техникумрах ăс пухнă Сергей Поляков çутă çỹçлĕ, кăвак куçлă, ĕçлĕхлĕ хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма суйланă. Иккĕшĕ те "Батыревский" совхозра вăй хума пуçланă: упăшки уй-хир бригадирĕ çумĕнче, арăмĕ - ĕне ферминче лаборанткăра.
- Вăл вăхăтра пур специалист та вырăнта пурччĕ. Ферма заведующийĕнче Владимир Раков, тĕп зоотехникра Зоя Лепешкина, халĕ вăл Самакина, тăрăшатчĕç. Лаборантка чухне те пушăрах вăхăт тупăнсанах дояркăсене пулăшаттăм. Ун чухне ĕçсене ытларах алă вĕççĕн пурнăçланă. Сĕте сунă хыççăн бидонтан витрене ярса флягăна тултаратчĕç. Зоя качча кайрĕ те ăна Тăрăна куçарчĕç. Эпĕ вара ун вырăнне юлтăм, - терĕ сăмах çăмхи сỹтĕлнĕ май Алена Ивановна.
Çамрăк хĕрарăм çăмăл мар "тивĕçе" пысăк яваплăхпа кỹлĕннĕ. Тăрăшулăхне кура ферма заведующин ĕçне те ăнах шанаççĕ. Ачисем пĕчĕккине, килĕнче выльăх-чĕрлĕх йышлă усранине пăхмасăр ирхи 5 сехет валли фермăна çитнĕ. Халĕ хуçалăхра чылай ĕçе механизациленĕ: апата тракторпа параççĕ, транспортер ĕçлет, сĕт пăрăх тăрăх тỹрех сивĕтмĕше каять... 2000 çулсен пуçламăшĕнче йывăрлăхĕсем те сахал мар пулнă. Кадрсем çитмен чухне Алена Ивановна хăй те пĕрре мар ĕне сума ларнă. Сенаж хумалли вырăнсем паян тирпейлĕ те таса, вĕсене хуçалăхра çĕнетсе тăраççĕ. Ун чухне чĕркуççи таран пылчăк çăрăлнă, ешĕл апата хуриччен улăм сарма тивнĕ.
- Пур ĕçре те йывăрлăх пур. Ĕнесем пăрулаймасăр нушаланнă чухне ветеринарпа пĕрле çĕрле те ăшă вырăн çинчен тăрса килнĕ, кăнтăрла та киле каймасăр юлнă. Пĕринче çапла пăрусене пĕр витерен теприне куçаратпăр. Çанталăк сивĕтнĕ, пăр та ларнă, анчах хытса ĕлкĕреймен. Тем пулчĕ çав самантра, вĕсем ферма çумĕнчи плотинана пĕрин хыççăн тепри шалалла кĕме пуçларĕç. Мĕнле кăлармалла? Пĕр шухăшласа тăмасăр Николай Казенов, Александр Грачев тата эпĕ шыва кĕрсе кайса хăвалама пуçларăмăр. Çапла пăрусене çăлса хăвартăмăр, - тет А. Полякова.
Алена Ивановна фермăри коллектив туслине, малтанхи вăхăтра хăйне нумайăшĕ канашсемпе пулăшса пынине палăртрĕ. Пĕрле ĕçленĕ А. Шикина, М. Сейфуллина, Р. Задорова, Т. Николаева, Г. Рубцова, Г. Задорова, Г. Николаева, Г. Кузьмина, Е. Федотова уншăн паян та тĕслĕх вырăнĕнче. П
ăрчăкан пек çаврăнăçуллă Алена Ивановна 29 çул пăянамăшĕпе килĕштерсе, пĕр сăмахра пурăннă. Вăл ун пирки яланах ырăпа çеç аса илет. Мăшăрĕн амăшĕ ывăлĕпе хĕрне ура çине тăратма, тивĕçлĕ воспитани пама пулăшнине калаçура темиçе хутчен те каларĕ. Патăрьелĕнче пурăнакансем Наталия Павловнăна ăслă, ăшă кăмăллă хĕрарăм пулнине, ывăлĕн мăшăрĕсене питĕ хисепленине палăртаççĕ. Вăл яланах: "Ман кинсем пек лайăххисем çук", - тесе калама юратнă иккен.
- Çуллахи вăхăтра хăярне тăварламалла, варение пĕçермелле, салатсем тумалла... Хĕрарăма пурне те ĕлкĕрме çăмăл мар. Эпĕ ĕçрен таврăннă çĕре пăянам салатсем валли пахча çимĕçе тураса хуратчĕ, банкăсене çăватчĕ. Ачасем пĕчĕккĕ чухне тата пан улми сокне те нумай хатĕрлеттĕмĕр. Çурт та лартнă, хуралтă та тунă. Пăянам пур çĕрте те пулăшнă, манăн ăна тав тумалăх пур, - тет ăшшăн çеç Алена Ивановна. Вăл хăй те асанне те, кукамай та пулнă. Артур ывăлĕпе Снежана хĕрĕн пĕрер ача, мăнукĕсене питĕ юратать, ăшăлăх парнелеме тăрăшать.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |