Ленинград блокади 872 куна тăсăлнă. Çавна халалласа ỹкернĕ кинона пуçласа вĕçне çитиччен куççуль витĕр пăхса лартăм.
Патăрьелĕнче пурăннă Елена Федоськина ЗИС-5 автомашинăпа водитель пулса Ладога урлă Ленинграда кирлĕ тавар турттарнă. Ачасене илсе тухнă. Тиевлĕ автомашинăсем çынсемпех пăр айне чăмнине аса илетчĕ вăл.
Хулана хỹтĕлеме Упамса ялĕнчен те чылайăн хутшăннă. Леонид Яковлевич Савельев çар разведчикĕ пулнă. Амăшĕ патне 2-3 хутчен те вилнĕ текен хыпар килнĕ. Чĕрĕ-сывă яла таврăнма пỹрнĕ ăна.
Карел-фин вăрçинчен таврăннă Степан Тихонович Леонтьев нумай та пурăнайман тепĕр хут алла хĕç-пăшал тытнă. Килĕнче çул çитмен 7 ачи юлнă. Мĕн пуçласа вĕçне çитиччен Ленинграда хỹтĕленĕ. "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "Çарти хастарлăхшăн" медальсене тивĕçнĕ.
- Эпир çĕр пỹртпе окопра пурăннă. Салтаксем выçăпа тата шăнса вилетчĕç. 70-80 килограмлă çынсем 40-50а юлатчĕç,- тетчĕ Степан Тихонович. Ун ячĕпе 90 çул тултарнă май Ленинград хула администрацийĕнчен Тав çырăвĕ те килнĕччĕ.
Вăрçă çулĕсем тылрисемшĕн те, салтак арăмĕсемшĕн те çăмăл пулман. Йывăрлăха пĕрле çĕнтерни çынсене çывăхлатать те. Пĕр-пĕрне пулăшассишĕн тăрăшмалла пирĕн. Эпĕ пурнăçра çынсен, патшалăх пурлăхне сыхласа хăварассишĕн пĕр хутчен çеç мар вута та кĕнĕ, пăрлă шыва та сикнĕ. Акă, Патăрьелĕнче 1965 çулта декабрь уйăхĕнче çĕрле шартлама сивĕре 8-9 метр тарăнăш пусса чăмнă çынна унта анса вĕренпе çыхса туртса кăларнăччĕ.
Паянхи самана та пĕрлĕхре пулма ыйтать пире. Украинăри ятарлă çар операцие вĕçлеме те май парĕ çакă.
А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ
Ноябрь 2024 |