"Апашти-ка, Марье, апашти..."

Категория: Публикации Опубликовано: 17.02.2023, 18:58 Просмотров: 290

 Улюш, салтакран таврăннă-таврăнман, кỹршĕ районти Хыркассинче пурăнакан савнийĕ патне васкарĕ. Пĕрне пĕри юратни пирки пĕлтерсе çĕршер çыру çырчĕç вĕсем. Акă халĕ - тĕл пулу!

- Стравствуй, моя торогая! - терĕ вăл Марьене ыталаса.

– Салам, салам, - хуравларĕ хĕр. Улюш вырăсла çаптарма тăрăшрĕ, Марье вара чăвашлах пуплерĕ.

- Выйти са меня самуш, - терĕ тĕл пулу вĕçленеспе каччă.

- Те тухмалла сана, - калаçрĕ Марье, - чăвашла манса кайнă эсĕ, эпĕ вара вырăсла пĕлсех каймастăп... –

 Как-никак, три кода, морфлот! - мухтанчĕ каччă. - Вара кăштах чĕнмесĕр тăчĕ те чăвашлах каларĕ: - Вырăсла калаçмалла! Вырăсла калаçсан халăх хисеплет! Эсĕ, авă, кĕç-вĕç учитель пулса тăратăн, эпĕ те агронома вĕренме каясшăн. Интеллекенци эпир! Халĕ эпĕ Петĕр Улюшĕ мар, Алексей Петрович!

Марье качча тухрĕ, Улюш килĕнче пурăнма пуçларĕ. Килте упăшкине чăвашлах калаçтарчĕ вăл, анчах лешĕ хапхаран тухсанах вырăсла-чăвашла сăмахсене перкелерĕ. Пурăнатчĕç çапла çынсене култарса, пĕр кунхине район центрне пасара кайма шутларĕç. Автобус тулли халăх. Кĕме мар, тухма та кансĕр. Улюш маларах анчĕ те яланхилле хăйне сăпайлă, интеллигент пек кăтартса чĕвĕлтетрĕ:

- Апашти-ка, Марье, апашти, тай-ка ручку... Те Марье аллине йĕркеллĕ параймарĕ, те Улюш вырăс сăмахĕсемпе анраса тăнлавлă пулаймарĕ, хĕрарăм автобус картлашкинчен аннă çĕрте шуса кайрĕ те пĕтĕм кĕлеткипе пылчăк çине тăсăлса выртрĕ.

- Сурăх! - персе ячĕ Улюш.

- Овца тесе калаççĕ ăна, - йĕплерĕ хыçран тухакан арçын. Марьене намăс пулчĕ. Хăй шуса ỹкнишĕн мар, упăшки çын умĕнче лĕпĕртетнишĕн.

- Качака таки! - хыттăн каларĕ вăл, Улюшăн пит çăмартинчен аллипе хыттăн çупрĕ.

- Каçар, тархасшăн, каçар...

 - Марье хыççăн чăвашлах калаçса утрĕ Улюш...

Валентин КОНСТАНТИНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика