Инкек куçа курăнса килмест. Çапах та кулленхи пурнăçра хăрушсăрлăх йĕркисене малти вырăна хурсан пурлăха упраса хăварма та, сывлăха сыхлама та çăмăлтарах. Шел пулин те Патăрьел муниципалитет округĕнче 2022 çулта виçĕмçулхипе танлаштарсан пушарсен шучĕ ỹснĕ. Инкек мĕнле сăлтавпа, еплерех лару-тăрура тата ăçта ытларах пулнă-ши? Муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче вут-çулăмпа çыхăннă пăтăрмахсене чакарас тĕллевпе малашне мĕнлерех тимлемелле? Пушар надзорĕн начальникĕ, шалти ĕçсен служби майорĕ Андрей Валентинович Тукмаков хаçат редакцине çак тата ытти ыйту пирки акă мĕн пĕлтерчĕ:
- Пушар тухасран тимлĕ пулни пурлăха упрама та, хамăрăн сывлăха сыхлама та пулăшĕ. Çакнашкал çирĕп пĕтĕмлетỹ тума сăлтавĕсем те пур. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2022 çулта вут-кăвар инкекĕпе çыхăннă 63 тĕслĕхе шута илнĕ. Виçĕмçул 58 пушар пулнă.
Инкексен тĕп сăлтавĕ-электрооборудованисене монтаж тунă тата эксплуатациленĕ чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни. Çак сăлтавпа пирĕн сотрудниксем 28 протокол çырнă. Вутпа асăрханусăр пулни (18), кăмакасемпе тĕрĕс мар усă курни (9), транспорт хатĕрĕсен тытăмĕпе механизмĕ тĕрĕс ĕçлеменни (4) - инкек патне илсе пыракан çул-йĕр. Унсăр пуçне ачасем шăрпăкпа ашкăннăран пĕлтĕр икĕ пушар сиксе тухнă, аçа çапнипе тата вут тĕртнипе çыхăннă пĕрер тĕслĕх пулнă.
Муниципалитет территори пайĕсемпе илес пулсан Шăнкăртамра 11 (2021 çулта 7 пулнă), Первомайски территори пайĕнче 6 (4), Тăрăнта 3 (1), Турханта 3 (0), Сăкăтра 3 (2) Аслă Чементе 2 (1), Тутар Сăкăтĕнче 3 (2) хутчен вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Пĕлтĕр хушма хуçалăхсенче 47 (виçĕмçул 38 пулнă), агропромышленность объекчĕсенче 2 (6 пулнă), çул çинче автомашинăсене вут хыпнипе 4 (2),уçă территорисенче 7 (10) пушар тухнă.
Çакна та палăртса хăварасшăн. 2023 çулхи январь уйăхĕ те лайăх кăтартупах вĕçленмерĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнче çак уйăхра пушар чаçĕн сотрудникĕсем 6 хутчен вут сỹнтерме тухса кайнă. Кăтарту виçĕмçулхинчен виçĕ хут ытларах. Нăрваш Шăхалĕнчи пушар вара синкерлĕ вĕçленнĕ. Тĕтĕмре арçыннăн пурнăçĕ татăлнă.
Халăхра пушар хыççăн шыв кирлĕ мар теççĕ. "01" васкавлă службăпа инкеке парăнтарма пырсан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăснă е пăхăнман тĕслĕхсем те пулаççĕ: шыв илмелли вырăна ятарлă паллăпа кăтартманни, вăл аякра пулни, кỹлĕ е çырма патне автомашинăпа пыма кирлĕ услови пулманни тата ытти те. Çавăнпа та Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли пирки халăхпа профилактика калаçăвĕсем ирттернипе пĕрлех шыв, пушар сỹнтермелли хатĕрсем пирки те ыйтăва татса памалла. Йывăр шăпаллă, нумай ачаллă çемьесенчи лару-тăрăва сăнасах тăмалла, вĕсем патĕнче час-часах пулмалла, ирĕклĕ пушар хуралне йĕркелес тата вĕсен ĕçне лайăхлатас тĕллевпе те тимлемелле тата ытти те.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |