Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем хăйсем пурăнакан кĕтесе ăшă тытмалла тума, стенасене тул енчен çĕнетме тăрăшаççĕ. Çакна вĕсем саккунпа килĕшỹллех тăваççĕ-ши? Кун пирки хаçат вулакансем кăсăкланнăран Патăрьел муниципалитет округĕн строительство, çул-йĕр тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕн çумĕнчен Виктор Ижедеровран тĕплĕнрех ыйтса пĕлес терĕмĕр.
- Хваттерсем нумай хутлă çуртра вырнаçнă. Пĕр стенана çеç çĕнетни çурта тул енчен йăлтах улăштарать, çавна май хитре мар курăнать. Архитектура енĕпе пỹртĕн сăн-сăпатне улăштарма юрамасть, ку административлă йĕркене пăсни шутланать.
- Виктор Васильевич, саккуна пăсмасăр нумай хваттерлĕ çуртăн сăн-сăпатне çĕнетес тесен мĕн тумалла?
- Нумай хваттерлĕ çурт хушма хуçалăхпа пурăнакан уйрăм çурт мар, унăн фасачĕ пĕрлехи харпăрлăх шутланать. Чи малтанах çак çуртра пурăнакансен пуху ирттермелле, хваттер хуçисенчен ирĕк илмелле. Иккĕмĕшĕнчен, проект тутармалла. Проектировщиксем фасада улăштарас пулсан стенана тивекен йывăрлăха тĕрĕслеççĕ, çакăн хыççăн ăшă тытакан хатĕрсенчен тата сăн-сăпатне улăштаракан япаласенчен хăшне усă курмаллине калаççĕ. Фасад тĕсне муниципалитет округĕн администраципе канашласа палăртмалла.
- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пур-и?
- Шел пулин те пур çав. Патăрьелĕнчи Мичурин урамĕнчи нумай хватерлĕ 12-мĕш çуртра пурăнакансенчен пĕри шăпах хăй пурăнакан хваттерне ăшă тытмалла тăвас тесе стенана тул енчен çĕнетнĕ, çапла вара пỹрт сăн-сăпатне пăснă. Халь унăн хăй тĕллĕн, никамран ыйтмасăр, саккунпа килĕшỹсĕр тунă конструкцие пăсма, малтанхи варианта тавăрма тивет.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Ноябрь 2024 |