Асран тухмастăн нихăçан

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2023, 23:31 Просмотров: 676

Юрий Куданов Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ. Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти культура институтĕнче пĕлỹ пухнă. Алла диплом илнĕ специалист çак сферăрах вăй хунă. Каярахпа Шупашкарти шалти ĕçсен органне куçнă. Полици подполковникĕ таран ỹснĕ. Службăн пĕр командировкинче вара çар тивĕçне пурнăçласа вилнĕ.

Ентеше ял-йыш манмасть. Çулленех унăн ячĕпе культура çуртĕнче музыкăна юратакансен "Манăн çамрăклăхри юрăсем" эстрада юррисен фестивальне йĕркелет.

Мероприятие ку хутĕнче те Юрий Александровичăн мăшăрĕ Пальмира Куданова, пĕрле вĕреннисем, юлташĕсем, çывăх пĕлекенсем килнĕ. Зал тулли халăх пухăннă.

Патăрьел муниципалитет округĕн культура, туризм тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Наталия Никитина, централизациленĕ клуб системин директорĕ Наталия Алексеева, Юрий Александровичăн пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем фестивале хутшăнакансене, курма пынисене саламланă.

Кашни конкурсанта куракансем алă çупса кĕтсе илнĕ. Фестиваль "Юрлама юратакансем" тата "Профессионал юрăçсем" номинацисемпе иртнĕ.

Кзыл Камышри Рузалия Якупова малтанхи номинацире пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи Наталья Груздева, Тутар Сăкăтĕнчи Рамиля Несметдинова иккĕмĕш, Красномайскинчи Светлана Мышова, Валентина Журавлева, Нăрваш Шăхалĕнчи Людмила Ядуркина виççĕмĕш степеньлĕ лауреатсем пулнă.

Профессионал юрăçсенчен Патăрьелĕнчи Вероника Арланова пĕрремĕш, Первомайскинчи Любовьпа Владимир Верликовсем, Çĕньялти Надежда Квасовăпа Юрий Езюков дуэчĕ иккĕмĕш, Ишлĕри Владимир Кабаевпа Ыхра Çырминчи Лилия Ахматова - виççĕмĕш степеньлĕ лауреатсем.

 Гран-прие Çĕнĕ Ахпỹртри Елена Яковлева тивĕçнĕ.

Ятарлă номинацисемпе те чысланă. "Куракана тивĕçтерекен юрăç" ята Елчĕк муниципалитет округĕнчи Аслă ПăлаТимеш ялĕнчи Петр Макаров, "Фестиваль йăлине мала хуракан" ята Кивĕ Катекри Вячеслав Николаев тата Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Мария Жуковăпа Ольга Маркова илнĕ. "Чĕрĕ астăвăм" номинацире Çĕньялти Надежда Квасовăпа Юрий Езюков дуэчĕ палăрнă.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика