Çуркунне илсе ан килтĕр инкекне

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:13 Просмотров: 776

ÇУРКУННЕ çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăранать, тавралăх ешĕл тум тăхăнма хатĕрленет, чунсене ырă та ăшă туйăм хавхалантарать тата ытти те. Çапах та çак ырăлăх пирĕн пата çитиччен чăн малтанах унпа пĕрлех кĕрлесе килекен шыв-шуртан пурин те асăрханмалла, вырăнсенче хăрушлăха сирсе яма хатĕрленмелле. Çавăнпа та шыв çулĕсене, вăл капланма пултаракан вырăнсене маларах тасатмалла, уçса ямалла, инкеке сирме тăрăшмалла, шыв-шурта çынсене васкавлă пулăшу кỹмелли условисем те хатĕр пулмалла. Кирек мĕнле усала та парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах. Çурхи пулăмпа çыхăннисем те çавах.

Тепĕр самант пирки те аса илтересшĕн. Çанталăк ăшăтса пынă май çуртсен тăрринчи катрам юрсем, пăр тумламĕсем хĕвел ăшшипе ирĕлсе шуса анма, катăлса ỹкме, çав вăхăтрах ун таврашĕнчи çынсене суранлатма та пултараççĕ. Çỹрт-йĕре пăхса тăракан управленисен çак ыйтупа тимлесех ĕçлемелле.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика