МАРТ уйăхĕ ГИБДД сотрудникĕсемшĕн ытти чухнехи пекех тĕп ĕçпе пĕрлех тĕрлĕрен яваплă операцисемпе те çыхăннă. Акă, Хĕрарăмсен уявĕ "Ỹсĕр водитель" операципе тỹр килет. Республика мероприятийĕ мартăн 7-9-мĕшĕсенче иртет. Çул-йĕр инспекторĕсен руль умĕнчи чиперккесене çуркуннехи пĕрремĕш уявпа саламласа илемлĕ çеçке парнеленĕ май, хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннине те тĕрĕслеме тивĕ. Инçе çула ỹсĕрле тухакан водительсен вара саккунпа явап тытма тивĕ.
Мартăн 16-28-мĕшĕсенче "Асăрханăр-каникул!", 21-мĕшĕнче "Автобус" операцисене йĕркелеме палăртнă. Вĕсем иккĕшĕ те шкул ачисем, çав вăхăтрах аслисем те çул-йĕр правилисене пăхăнассипе, аварипе çыхăннă инкек-синкекрен асăрханассипе çыхăннă.
Ноябрь 2024 |