РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участоксенчи уполномоченнăйĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - территори пайĕсенче преступлени тăвасран асăрханасси, çак тĕллевпе граждансемпе профилактика ирттересси.
Юлашки çулсенче мĕн пур йышши преступленисенчен Интернет çăмăллăхĕпе, телефонпа усă курса, çынпа куçа-куçăн тĕл пулмасăр тăвакан ултавлă ĕçсем нумайланчĕç. 2022 çулта та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакнашкал преступленисен шучĕ 18,8 процент ỹснĕ, çакнашкал 38 тĕслĕх пулнă. Иртнĕ çул Шупашкарта çеç 1543 çын ултавçăсен серепине çакланса 332 миллион тенкĕ мошенниксене куçарса панă!
Çакăн пек тĕслĕхсем пирки граждансене асăрхаттарсах тăратпăр пулин те, çав-çавах хăйсен айăпĕпе ултавçăсене çул уçса панă тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра та час-часах пулса тăраççĕ. Ытларах мĕнле лару-тăруран асăрханмалла-ха?
Манса ан кайăр, банк картти çинчи сирĕн укçа-тенкĕне хапсăнакансем яланах çынсемпе шанчăка кĕрсе калаçма тăрăшаççĕ. Çакна тĕпе хурса вĕсем сире банкри хăрушсăрлăх службин, полицин е следстви комитечĕн сотрудникĕ тесе шăнкăравлаççĕ. Кун хыççăнах счет çинче упранакан укçăра палламан çын вăрлама хăтланнине ĕнентереççĕ, сире пулăшас тĕллевпе банк карттин номерĕ, кочĕ, вăл хăçанччен вăйра пулни кирлине ыйтаççĕ. Палламан çын телефонпа çакнашкал ыйтусене хуравлама ыйтать пулсан хыпăнса ан ỹкĕр. Тỹрех калаçăва татăр. Ун хыççăн банкăн хĕрỹ линине çакăн пирки шăнкăравласа пĕлтерĕр (вăл картта хыçĕнче пур).
Сăмах май каласан, нумай пулмасть пирĕн тăрăхра та çак сăлтавпах пĕр преступлени пулчĕ, телефон калаçăвĕпе шанăçа кĕнĕ çын хăйĕн счечĕ çинчи 130 пин тенкĕ укçине çухатрĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Телефон мошенникĕсен йĕрĕ çине ỹкме, вĕсен ĕçне тăрă шыв çине кăларма çăмăлах мар. Анчах та çакнашкал ултавçăсен серепине лекесрен, вĕсене парăнасран асăрханма май пур. Телефонпа калаçнă чухне тимлĕ те асăрхануллă пулăр, палламан çынсемпе ан хутшăнăр, сире банк ĕçченĕ, полици сотрудникĕ е тата ытти те ун пек ыйтупа чăрмантарманнине ан манăр!
И. КОЗЛОВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участокри уполномоченнăйсен начальникĕ
Ноябрь 2024 |