Кĕрешỹ помосчĕ çывăхри- аякри спортсменсене йышăнчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:25 Просмотров: 697

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче спорт ветеранĕсем, паттăрсем, хисеплĕ ентешсем ячĕпе иртекен йăлана кĕнĕ тĕрлĕрен турнир сахал мар иртсе пырать. Вĕсенчен пĕри - Хирти Пикшикре çуралса ỹснĕ Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерне, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă Фирдус Камалетдинова асра тытса йĕркелекен ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ. Февралĕн 23-мĕшĕнче Чечня вăрçине пула çамрăклăхне татнă каччă ячĕпе кăçал республикăри спортсменсем 28-мĕш хут Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКри спорт залне пуçтарăнчĕç, тĕрлĕ çулхи кĕрешỹçĕсем помост çине тухрĕç, вăйлинчен вăйлисем пьедесталăн картлашкисем çине тăма тивĕçрĕç.

Турнира уçнă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Пикшик территори пайĕн начальникĕ Владислав Краснов, Пикшикри вăтам шкул директорĕ Илдар Камалетдинов, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Анатолий Афанасьев, Фирдус Камалетдиновăн ашшĕ, Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Абдулла Камалетдинов, унăн пиччĕшĕсем, çывăх тус-юлташĕ, службăра пĕрле пулнисем, кĕрешỹ спортне кăмăллакан спортсменсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Ырă йăлана малалла тăсса асăну турнирĕ спортсменсен парадĕнчен пуçланчĕ. Ăмăртăва çывăхран та аякран хапăл тунă спортсменсене Ильгиз Мануров Чечня вăрçин паттăрĕн Фирдус Камалетдиновăн кĕске пурнăçĕнчи, спортри паллă çитĕнĕвĕсемпе, çарти паттăрла ĕçĕсемпе паллаштарнă хыççăн турнира хутшăнакансене ăнăçу сунса ăшă салам сăмахĕсем янăрарĕç:

 - Фирдус Камалетдиновăн çывăх тăванĕсемпе тус-юлташĕ паян спортсменсене 28-мĕш хут турнира пуçтарчĕç. Ырă та пархатарлă ĕçе малалла тăсса пыни, çитĕнекен ăрăва хамăр паттăрсемпе паллаштарни, Тăван çĕршыва юратма, уншăн кар тăма, патриот туйăмне чĕрепе туйма хăнăхтарни паян уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çирĕп характерлă çитĕнме, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме чăн малтанах ачаранпах спортпа туслă пулни пулăшать. Çĕнĕ çитĕнỹ, пысăк çĕнтерỹ сунатăп сире, спортсменсем,- терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Равиль Ямалетдинов турнира хутшăнакансене уяв ячĕпе саламланă май.

Çывăх тăванĕсен ячĕпе шалти ĕçсен подполковникĕ Арслан Камалетдинов тăван шăллĕ ячĕпе çулсеренех йĕркелекен республика турнирне хуласенчен те, районсенчен хапăл туса хутшăнакан спортсменсене тав турĕ, пурне те пурнăçра, вĕренỹре, спортра ăнăçу та телей сунчĕ.

 Яланхи пекех помост çине тухакансене пăлханмасăр пăхса тăма май пулмарĕ. Тренерсемпе кĕрешỹ мелĕсене çулсеренех хăнăхса пыракан спортсменсем пĕр-пĕрне тỹрех парăнманни те çакнах çирĕплетрĕ. Кăçал ăмăрту тата кăсăклăрах иртрĕ, унăн сĕмне хĕр ачасем тата ытларах пуянлатрĕç темелле. Виçĕ ушкăнпа хутшăнчĕç вĕсем турнира.

27 килограмлисем хушшинче Красноармейски округĕнчи София Ильинапа Таисия Сидорова пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Канаш районĕнчи Диана Иванова виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

48 килограмлă виçечченхисенчен вара пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма Алина Платонова (Патăрьел) тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Юлия Петрова (Шупашкар округĕ) тата Азалия Абитова (Тутар Сăкăт), Милена Аветисян (Канаш округĕ). Виççĕмĕш ушкăнра Арина Иванова (Канаш округĕ) пĕрремĕш, Эльвина Земдиханова (Хирти Пикшик) иккĕмĕш, Анна Александровăпа (Шупашкар округĕ) Айгуль Хамдееева (Хирти Пикшик) виççĕмĕш вырăнсенче. Арçын ачасем тăхăр ушкăнпа помост çинче черетленчĕç.

Чи кĕçĕннисем хушшинче (27 килограмм) А. Дмитриев (Канаш) пĕрремĕш, К. Бородкин (Канаш) иккĕмĕш, Н. Скворцовпа (Шупашкар округĕ) М. Голубев (Патăрьел) виççĕмĕш вырăнсенче.

28 килограмлисенчен Хирти Пикшикри А. Махмутов çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта М. Двинский (Красноармейски округĕ), виççĕмĕшĕнче А. Спиридоновпа А. Антонов (Канаш округĕ). Ытти виçе ушкăнĕсемпе А. Арсентьев ( 30 кг, Канаш), А. Фазуллин (33 кг, Хирти Пикшик), К. Сурнаев (44 кг, Хирти Пикшик территорийĕ), И. Астафьев (56 кг, Çĕнĕ Шупашкар), М. Цапкин (65 кг, Канаш), Б. Хамдеев (70 кг, Хирти Пикшик), Е. Павлов (80 кг, Канаш) пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçрĕç.

Çĕнтерỹçĕсене пурне те парне тата асăну турнирĕн символикисене - диплом, медаль, вымпел тата кубок - парнелерĕç.

Турнира 12 команда, çĕр ытла спортсмен хутшăнчĕ.

Командăсенчен Патăрьелсем пĕрремĕш, Канашсемпе Шупашкарсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Хирти Пикшикри çамрăксене помост çине тухма Фирдусăн пиччĕшĕ Зуфар Камалетдинов хатĕрленĕ.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав

Мансур Даутовпа Рафис Хамдеев, турнира çулсеренех хутшăнакан хăнасем:

 - Фирдус Камалетдинов ячĕпе çулсеренех Патăрьелĕнче йĕркелекен асăну турнирне кашнийĕнчех хутшăнатпăр. Эпир пĕри унăн чи çывăх юлташĕ, тепри службăри тусĕ. Фирдус пирĕншĕн çирĕп кăмăллă, шанчăклă, яланах пĕр-пĕрне алă тăсса пулăшакан çын пулнă, çаплах асра юлать те. Спортпа туслăччĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе салтака кайичченех республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса палăрнă. Паян унăн пархатарлă ĕçне, шухăшне çамрăксем малалла тăснăшăн эпир çав тери савăнатпăр.

Архив материалов

Февраль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 1 2 3

Яндекс.Метрика