Районти "Паянхи сас" (халĕ "Авангард") хаçата никĕслекенсенчен пĕри, поэт, СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, критик, куçаруçă Василий Егорович Митта ( 05.03. 1908-10.06.1957) 115 çул каялла Аслă Арапуçĕнче (халĕ Первомайски) çуралнă.
В. Митта Чĕмпĕрти чăваш педтехникумĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕреннĕ. 1928 çулта Патăрьел районĕнче чăваш чĕлхи учителĕ, каярахпа райхаçатра яваплă секретарь пулса, 1932-1934 çулсенче Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ çумĕнчи радиоинформаци комитетĕнче вăй хунă. Пĕр вăхăт Чăваш кĕнеке издательствинче те ĕçленĕ. 1955-1957 çулсенче "Тăван Атăл" альманахăн литература сотрудникĕ тата яваплă секретарĕнче тăрăшнă. Ентешĕмĕре 1937 çулта репрессиленĕ, 1954 çулта ирĕке кăларнă, 1955 çулта таса ятне тавăрнă.
Пĕрремĕш сăввисем "Сунтал" журналта (1924) кун çути курнă. Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл поэзире кăна мар, прозăра та хастар ĕçленĕ, ăста куçаруçă та пулнă. Унăн тĕп изданийĕсем: "Кăмăл", "Такмаксем", "Кăмăлтан", "Кăмăлăмпа шухăшăм", "Çак юрра эп ахаль мар юрларăм", "Думы мои, мечты мои", "Çырнисен пуххи" тата ыттисем те.
Çĕнĕ Шупашкарти тата Первомайскинчи вăтам шкулсем унăн ячĕпе хисепленеççĕ, Шупашкарта ентешĕмĕр пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă, 1983 çулта унăн ячĕпе преми çирĕплетнĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен").
Ноябрь 2024 |