Пултарулăхĕсем тĕрлĕ енлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2023, 09:38 Просмотров: 598

Виççĕн вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта - Эльвина Абитова, Динара Феткуллова, Дина Юмаева. Пурте "5" паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Кăçал аттестат илме хатĕрленеççĕ. Сăпайлă, общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Кашнийĕн тĕрлĕ енлĕ интересĕ пур. Хăйсен шухăшне çирĕппĕн палăртма пултараççĕ. Аслисене хисеплеççĕ. Хушма литература нумай вулаççĕ.

Эльвина тĕпчев ĕçĕпе нумай ларать. Çавна май унăн республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви йĕркеленĕ конкурсĕнче, Тутарстан Республикин вĕрентỹ министерстви йĕркеленĕ наукăпа практика конференцийĕнче çĕнтернĕшĕн илнĕ, Раççей Федерацийĕн çут çанталăк рессурсĕсемпе экологи министерствин дипломĕсем тата ыттисем те пур.

 Артист пултарулăхĕ те палăрать Эльвинăра. Шкулти "Биляр" ташă ушкăнне çỹрет вăл.

Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче хушма пĕлỹ илсе вăл баянпа тата фортепьянопа выляма вĕреннĕ.

Динара республика, регион шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Тутар чĕлхипе литературине тĕплĕн вĕренет. Республикăри, Раççей шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕсенче çĕнтерсе илнĕ дипломсем сахал мар унăн. Портфолиона çулсерен пуянлатса пырать.

Шкулти "Шанăç" волонтер отрячĕн членĕ вăл. Тăрăшулăхне пула Раççейри строительство министерствин Тавне те тивĕçнĕ.

Шкулта "Çулталăк вĕренекенĕ-2022" конкурс çĕнтерỹçи. "Салтак çырăвĕсенчен илнĕ йĕркесем" материалне Хусанта кăларнă пĕр сборнике кĕртсе хăварнă.

Динара "Çамрăк журналист" кружока çỹрет. Унăн сăввисем районта, республикăра тухса тăракан хаçатсенче те пичетленеççĕ.

Организаторла пултарулăхĕ пур унăн. Класс тулашĕнче йĕркелекен чылай мероприяти пуçаруçи вăл.

Дина тутар чĕлхипе тата литературипе, обществознанипе регион шайĕнчи олимпиадăсен призерĕ. Республикăри тутар шкулĕсенче вĕренекен ачасен фестивалĕнче диплома тивĕçнĕ. Наукăпа тĕпчев конференцийĕнче лауреат пулнă.

Тỹрĕ кăмăллăскере пурте хисеплеççĕ. Унăн яланах хушма ĕçсем пур. Вĕсене вăл кăмăлтан пурнăçлать. Художество пултарулăх кружокне хаваспах çỹрет. Волейбол секцине çырăннă, выляма килĕштерет.

Çемьере ĕçлĕ воспитани илнĕ вăл. Субботниксене хастар хутшăнать, Минхайдер Валитов ячĕллĕ патриотла клуб членĕ.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Февраль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 1 2 3

Яндекс.Метрика