Мартăн 15-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.
Унăн темисем:
1. Раççей Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çыру;
2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлĕн отчечĕ;
3. Патăрьел муниципалитет округĕнчи культура учрежденийĕсене, палăксемпе культура эткерлĕхĕн объекчĕсене тытса тăрас ĕçри йывăрлăхсем, культурăпа кану мероприятийĕсем. Тĕпрен илсен, тĕл пулусенче çак ыйтусем тавра калаçĕç. Çавăн пекех граждансене те хăйсен ыйтăвĕпе йышăнĕç.
Ноябрь 2024 |