РАЙОНТИ пушар надзорĕВут-кăвартан асăрханни никамшăн та пулмĕ ытлашшив хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çул хыççăн Патăрьел муниципалитет округĕнче 8 пушара шута илнĕ. Юлашкинчен вут-кăвар инкекĕ Турханта пулнă. Кил хуçисем çу шăратма пикеннĕ-мĕн. Анчах та вăл савăт хĕрринчен тăкăнса хыпса илнĕ, пỹлĕм ăшчиккине сиенленĕ, маччи юрăхсăра тухнă тата ытти те. Юрать-ха, кил хуçисем çухалса кайман, ăна вăр-вар сỹнтерме ĕл- кĕрнĕ, пушара малалла алхасма паман.
Ноябрь 2024 |