Ачасем ăсталаççĕ илем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2023, 21:17 Просмотров: 453

Мартăн 20-мĕшĕнче республикăра "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче Телейлĕ ачалăх çулталăкне сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Ыхра Çырминчи вăтам шкултан 20 ача хутшăнма тивĕç пулчĕç. Пурте маттурсем, харсăрсем, тăрăшса вĕренекенскерсем вĕсем. Обществăлла пурнăçа хастар хутшăнаççĕ. Кружоксемпе спорт секцийĕсене çỹреççĕ. Акă, Эвелинăпа Эльвина Сорокинасенех илер. Улттăмĕш класа çỹреççĕ вĕсем. Юлташĕсемпе туслă, аслисемпе пĕр чĕлхе тупаççĕ.

Эвелинăпа Эльвина иккĕшĕ те алă ĕç ăстисем. Мĕн кăна ăсталаман-ши вĕсем? Хăйсен ĕçĕсемпе Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕ йĕркелекен конкурссене çулленех хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Чăваш теттисемпе республикăри тупăшура та мала тухнăччĕ. Çĕнĕ çул чăрăшне капăрлатма 7 пĕчĕк минтер хатĕрленĕччĕ. Чăваш тĕррисемпе вĕçен кайăксем валли сырăш ăсталанăччĕ. Кăçатă кунчине те йĕппе çиппе илемлетнĕ вĕсем. Сорокинасем йăх тымарне те тĕпченĕ. Паха ĕçшĕн республикăра иртекен елкăна хутшăнма тивĕçнĕччĕ.

Çитĕнекен ăрăва алă ĕçне хăнăхтарма амăшĕ пулăшать. Хĕрачасене çак ăсталăх пурнăçра кирек хăçан та кирлĕ пулассине мала хурать вăл. Шкулта алă ĕçĕсен кружокĕ те ĕçлет. Унăн ертỹçи Светлана Кулакова вĕрентекен ачасене чĕнтĕр йĕппипе çыхма хăнăхтарать.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика