Чикĕ хуралçисем хăйсен кĕнекине çĕнетесшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 17.03.2023, 20:21 Просмотров: 467

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче "Пограничное братство" обществăлла пĕрлĕх хастарĕсем 2018 çулта пĕрлехи вăйпа "Я служил на границе" кĕнеке пичетлесе кăларчĕç. Унта кашни ялтанах чикĕ хуралĕнче службăра пулнă пограничник-ветерансем пирки паха материалсем, сăн ỹкерчĕксем пичетленнĕ. Кунтах Раççей пограничникĕсен службин историйĕ пирки те вуласа пĕлме пулать. Пĕрлĕх ертỹçи Анатолий Быков йĕркелесе пынипе кĕнеке валли маларах территори пайĕсенчен чылай материал пуçтарчĕç. Вырăнсенчи хастарсен ĕçне ырламалла çеç. Вăхăт иртнĕçемĕн вара чикĕ хуралĕнче службăра пулнă хăш-пĕр салтаксем çак кĕнекене кĕмесĕр манса юлни палăрнă. Çавăнпа та хушма материалсене пуçтарса пĕтернĕ хыççăн кăçал çулталăк вĕçĕнче çырăнмасăр юлнă пограничниксен ячĕсене кĕртсе кĕнекене çĕнетсе пичетлесе кăларасшăн. Эсир пĕлекен çын е çывăх тăван унта пулмасан 8-908-308-26-48 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика