МАРТĂН 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕнче пушар хăрушсăрлăх режимĕн çĕнĕ йĕркисем вăя кĕчĕç. Муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх малашне шашлăк пĕçермелли мангалсене, апат хуранĕсене хуралтăран 5 метртан кая мар вырнаçтармалла. Типĕ курăка, çулçăна, ытти çỹп-çапа уçă вырăнта çунтарнă чухне хуралтăран 15 метр, çунман савăтра çỹп-çапа тивертнĕ чухне 7,5 метртан кая пулмалла мар. Малашне урамра юр кайса типшĕрме пуçласанах çынсем субботниксем йĕркелеме, тавралăха тирпейлеме, çавăн текех кăвайт чĕртсе шашлăк пĕçерме пуçлаççĕ. Ĕçленĕ е каннă вăхăтра пушар хăрушсăрлăх йĕркине пурин те çирĕп пăхăнмаллах.
Ноябрь 2024 |