Мартăн 15-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисемпе вулакана маларах та паллаштарнăччĕ: Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çыру; Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлĕн отчечĕ; Патăрьел муниципалитет округĕнчи культура учрежденйĕсене, палăксемпе культура эткерлĕхĕн объекчĕсене тытса тăрас ĕçри проблемăсем, культурăпа кану мероприятийĕсем.
Информаци кунне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин сыв- лăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Сергей Тоцкий, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Николай Степанов, муниципалитет округĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.
Юхмапа Пăла тăрăхне килнĕ республика представителĕсем чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулчĕç, округăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе, малашлăх планĕсемпе паллашрĕç. Ун хыççăн информушкăн Патăрьелĕнчи культура объекчĕсене - "Çăкăр" историпе этнографи музейне, ачасен искусство шкулне, Патăрьел муниципалитет округĕн архивне - çитрĕ, вĕсене паян тулли хăватпа ĕçлеме кирлĕ условисем тăвас пирки сăмах пуçарчĕ.
Информаци кунĕн тĕп пайĕ муниципалитет округĕн культура ĕçченĕсемпе пĕрле Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра иртрĕ. Республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Сергей Тоцкий Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырури тĕп шухăшсемпе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлĕпе, ял çыннисен пурнăçне хăтлăлатма палăртнă тĕллевсемпе кĕске паллаштарчĕ.
- Ял ачи хуларинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмалла мар. Хальхи вăхăтра эпир мĕн пур майсемпе усă курса çитĕнекен ăрун ытларах пайĕ çуралнă тăрăхрах юлтăр, çакăнтах ĕçлеме юрăхлă пултăр тесе тăрăшатпăр,- терĕ Сергей Иванович хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетсе.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Николай Степанов та тĕл пулура çак шухăша малалла аталантарчĕç, "Çăкăр" музейĕн çуртне çĕнетес ыйтăва çивĕчлетрĕç, культура вучахĕсем хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕç.
Патăрьел муниципалитет округĕн культура тата туризм пайĕн начальникĕ Наталия Никитина 2022 çулта культура учрежденийĕсене аталантарас, вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ, çав вăхăтрах вĕсене тытса тăрас, палăксемпе ытти культура объекчĕсене пăхас тĕллевпе тухса тăракан йывăрлăхсене те палăртрĕ.
- 2017 çултанпа пирĕн округра Ишлĕре, Тутар Сăкăтĕнче, Ыхра Çырминче çĕнĕ культура çурчĕсем хута кайнă. 10 клуба тата Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăна тĕрлĕрен программа пулăшăвĕпе тĕпрен юсанă. Хальхи вăхăтра Еншикре, Тури Чакăра, Çĕнĕ Ахпỹртре, Татмăшра, Сителте, Упамсара, Туçара, Анат Туçара, Треньелĕнче клуб учрежденийĕсене тăвас ыйту çивĕч тăрать. Çавăн пекех 12 культура учрежденине юсамалла, вăл шутра Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ тата "Çăкăр" музейĕ, - терĕ Наталия Олеговна çывăх вăхăтра пурнăçламалли ыйтусене палăртса.
Информаци кунне хутшăннисем тĕл пулура тĕрлĕрен ыйтăва çĕклерĕç. Акă, Николай Селиванов шута илмен кивĕ палăксем пирки сăмах хускатрĕ.
А. ЕГОРОВА.
Хаклав
Наталия АНДРЕЕВА, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
- Пĕрлехи информаци кунĕнче ачасене мĕн пур майпа усă курса туллин аталантарас ыйтăва та хускатрĕç. Çакă тĕрĕсех. Ачасем - пирĕн çĕршыв пуласлăхĕ. Эпир ку тĕлĕшпе начар мар ĕçлесе пыратпăр.
Паянхи информаци кунĕнче те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Медиацентр" хастарĕсем, 11 класра вĕренекен хĕрачасем, çамрăк журналистсем, волонтерсем мероприятие хутшăнчĕç, видеосем ỹкерчĕç...
Ноябрь 2024 |