"Йышлă çĕршывăн учителĕ" ятпа йĕркеленĕ республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕнчи Педагог тата наставник çулталăкне халалланă. Çакă вĕрентекен статусне хăпартма, унăн сумне ỹстерме, çак ĕçе пуçăнакансене кирлĕ пулăшу пама та май парĕ.
Кăçалхи конкурса 700 ытла ĕç тăратнă. Эссе çырма шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕ, учительсем, воспитательсем, аслă шкулсенче пĕлỹ пухакан, техникумсене çỹрекен студентсем, преподавательсем явăçнă.
Конкурса хутшăнакансенчен чи çамрăкки 8, чи асли вара 70 çулта. Конкурс 6 номинаципе иртнĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Рефися Валитова "Учитель - пуласлăх профессийĕ" номинацире çĕнтерỹçĕ пулнă.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |