Маттур та чипер йăмăкăм Ольга Петровна Петрова (хĕр чухнехи Кузнецова) 50 çул каялла Татмăш ялĕнче кун çути курнă. Йышлă çемьере çуралнă вăл, саккăрмĕш ача пулнă. Ашшĕн, амăшĕн, асламăшĕн, аппăшĕсен юратăвĕпе киленсе çитĕннĕ. Çул çитсен ялти шкула çỹреме пуçланă, хăйне лайăх енчен çеç кăтартма тăрăшнă. Кайран тантăшĕпе, Ирина Бородкинăпа (Солдатова), пĕрле Канашри педучилищĕне çул тытнă. Алла диплом илсен Патăрьелĕнчи Пионерсен çуртне ĕçлеме вырнаçнă. Унтан нумай çул Треньел шкулĕн çулне такăрлатнă. Миçе ача шăпи унăн алли витĕр тухман-ши? Миçе çын ун пирки ырăпа асăнмасть-ши? Педагогикăри ĕç стажĕ 30 çултан та иртрĕ. Халĕ вăл ăста, аслă категориллĕ специалист. Тав хучĕсем те çавнах çирĕплетеççĕ. Ольга Петровна уроксем ирттернипе çеç çырлахмасть, шкул тулашĕнчи ĕçре те хастар, обществăлла пурнăçран та пăрăнса юлмасть.
Йăмăкăм халĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вăй хурать. Юрă конкурсне хутшăнмалла-и, спорт вăййинче пултарулăха тĕрĕслемелле-и - ỹркенсе тăмасть. Хăй çеç мар, пĕрле ĕçлекенсене те çак мероприятисене явăçтарать.
Сăмах май, унăн питĕ йышлă хĕр-тантăш. Вăл вĕсемшĕн шанчăклă юлташ, яланах пулăшма хатĕр.
Хăйĕн вĕренекенĕсемпе те тĕрлĕ конкурса хутшăнма ĕлкĕрет. Чылай чухне унăн воспитанникĕсем малти вырăнсене йышăнма пултараççĕ. Ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хал тапса тăрать-ши унра?
Ăшă кăмăллă, хĕвел куллиллĕ хĕрарăм 50 çула çитнине ĕненес те килмест. Йăмăкăн ĕçре çеç мар, çемьере те хисепĕ пысăк. Вăл мăшăрĕпе, Вячеслав Алексеевичпа, пĕрле çурт лартса виçĕ ача та çитĕнтерчĕ. Пăянамăшĕпе мĕн качча тухнăранпах пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе пурăнма пĕлчĕ.
Аслă пĕлỹллĕ специалист пулас ĕмĕтпе 1996-2002 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьел филиалĕнче куçăмсăр майпа вĕренчĕ. Çав вăхăтра тата мĕнле кăна мероприятие хутшăнса çынна савăнтармарĕ-ши? Фольклор фестивалĕсем, юрă-ташă конкурсĕсем... Юрра та, ташша та ăстаскер, пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать. Сасси унăн чăнах та уçă, итлеме те кăмăллă.
Асанне ятне илтрĕ пулин те аппăшĕсемпе йăмăкĕшĕн халь те çамрăк та харсăр, хăйĕн сĕнĕвĕсемпе, канашĕсемпе пулăшса пырать. Эпир те ăна юрататпăр, хисеплетпĕр. Малашне те пирĕншĕн тĕрек пуласса шанатпăр. Юбилейпе сана, тăванăм. Мăшăрун, ачусен, мăнукусен хисепне курмалла пултăр. Инкек-синкек санран аякра тăтăр. Пуçланă ĕçỹ савăнăç çеç кỹтĕр, ваттисен пиллĕхĕ çитсе пытăр. (573).
Пĕр тăванĕсен ячĕпе Галина Кудрявцева аппăшĕ.
Ноябрь 2024 |