ÇАК кунсенче муниципалитет округĕн Мăшăрлану керменĕнче Тутар Сăкăтĕнчи Ринаспа Энже Куликовсене çемьери паллă пулăмпа, пĕрремĕш пепкене алла илнĕ ятпа саламланă. Йăха малалла тăсакана Надир ят хунă. Пулас пăхаттир Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Кролик çулталăкĕнче çуралнă аллăмĕш "çĕнĕ кайăк". Сăмах май каласан, вĕсенчен 28-шĕ - арçын ача, 22-шĕ - хĕр ача. Ку таранччен тăхăр çемьере пуçласа ача сасси янăранă, иккĕмĕш тата виççĕмĕш чун тĕпренчĕкĕсене 17-шер çемьере алла илнĕ, çут тĕнчене килнĕ тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш ача савăнăçне виçшер ашшĕ-амăшĕ çывăх çыннисемпе пайланă. Çакнашкал çемьесем хушшинче саккăрмĕш ачине алла илнĕ ашшĕпе амăшĕ вара чи телейлисем тата чăн-чăн паттăрсем!
Ноябрь 2024 |