АЛЕКСАНДР Невский ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркỹ настоятельне Алексий Федоров протоиерее ĕнер ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем çеç мар, кĕлĕ çуртне çỹрекенсем те, паллакансем те мĕн пур ырă кăмăлтан 90 çул тултарнă ятпа саламланă, Турă хăвачĕпе тата нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх суннă. Алексей Кириллович хăйĕн ĕмĕрĕн пысăк пайне - 60 çул! - священникре ĕçлесе пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Çак сахал мар тапхăрта вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕсĕр пуçне Куславкка, Улатăр, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи ялсенчи Турра ĕненекенсемпе те пĕр чĕлхе тупса вăй хунă, çынсене тĕн, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшнă. Федоровсен ĕненỹ йăхран-йăха куçни те кăмăллă. Унăн Петр ывăлĕпе Борис мăнукĕ ашшĕ, кукашшĕ çулĕпех кайнă.
Çулне кура мар пачăшкă хăйне начар мар туять-ха. Аслă Мăнкун умĕнхи службăсене те çỹрет. Алексий атте республикăра чи ватă тата хисеплĕ чиркỹ настоятелĕсенчен пĕри
Ноябрь 2024 |