Çурхи шыв-шур никама та ан кỹтĕр хур!

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2023, 21:01 Просмотров: 282

УРАМРА кунсеренех çуркунне вăй илсе пырать. Шур пустав евĕр сарăлса выртакан юр куçран çухалса пынăçемĕн путăксемпе варсенче çеç шыв кỹленчĕкĕсем пуçтарăнмаççĕ, пирĕн тăрăхри ялсем çумĕпе шăнкăртатакан Пăла юханшывĕ те тулсах пырать, хăпарать. Çавна май сыхланакан çеç сыхă тăрса юлнине те манмалла мар. Уйрăмах Первомайскинчи, Тăрăнти, Патăрьелĕнчи, Вăтаелĕнчи, Тутар Тимешĕнчи, Тикешри, Анат Туçари, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Кивĕ Ахпỹртри юхан шыв çывăхĕнчи урамсенче пурăнакансен шыв-шур тапхăрĕнче уйрăмах тимлĕ, асăрхануллă пулмалла, хăрушлăх сиксе тухсанах территори пайне, муниципалитет округĕнчи ятарлă пулăшу службине пĕлтермелле. Шыв-шур вăхăтĕнче уйрăмах çул çитмен ачасене шыв хĕррине пĕччен яма юраманнине те манмалла мар.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика