Кăçалхи тĕллевсем те пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2023, 21:03 Просмотров: 261

Наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе 2022 çулта Чăваш Ен Раççей субъекчĕсем хушшинче -24-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Çав кăтартусем Раççейри вăтам  шайран пысăкрах – 98,6 %.

Кун пирки Стратеги аталанăвĕн тата проект ĕçĕ-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

2022 çулта республика регионăн 12 нацпроект тытăмне кĕрекен 50 проекчĕпе ĕçленĕ. Вĕсене пурнăçлама 20 миллиард тенкĕ уйăрнă – бюджетран та, бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен те.

Кăçалхи тĕллевсем те пысăк. 2023 çулта Чăваш Ен 12 нацпроект тытăмне кĕрекен 48 проект пурнăçа кĕртме  планлать. Çав тĕллевпе бюджетран 14,1 миллиард тенкĕ уйăрма пăхнă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 500 млн тенкĕ нумайрах.

Укçа-тенкĕн ытларах пайне кăçал «Хăрушлăхсăр паха çулсем» (4 миллиард тенкĕ), «Демографи» (3 миллиард тенкĕ), «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ»  тата «Вĕрентÿ» (1,7-шер миллиард тенкĕ) наци проекчĕсем валли уйăрма палăртнă.

Александр Иванов

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика