"Йышлă çĕршывăн учителĕ" ятпа йĕркеленĕ республика конкурсне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 11 класра вĕренекен Э.Рубцова та хутшăннă. Хăйĕн шухăшне питĕ тарăн уçса пама тăрăшнă вăл. Анлă технологи тата информаци тĕнчинче пурăннăран вĕрентекенпе вĕренекен куçа-куçăн калаçса пĕлỹ илнине нимĕнпе те танлаштарма çуккине çирĕплетет хĕр. Учитель профессийĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатманнине палăртать. Г.Адамс паллă историк сăмахне илсе кăтартать: "Вĕрентекен яланлăх пурнăçпа пурăнать. Унăн витĕмĕ вĕçленесси курăнмасть". Эссене вĕçленĕ май Адамс сăмахĕнче тарăн, хирĕçлеме пултарайман чăнлăх тăнине çырать. Вĕренекен вĕрентекенсĕр аталанаймастех. Яланлăхах учитель пултăр, тет.
Э.Рубцова конкурс призерĕ пулни савăнтаратех.
(Хамăр корр).
Ноябрь 2024 |