Ял-йышра - хисепре

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2023, 21:17 Просмотров: 295

Хăйсен çулне кура мар вăр-вар, ларма-тăма пĕлмен, çав тери чĕрĕ çынсене сахал мар тĕл пулнă. Анчах Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан Затия Гилачетдиновна Алимова пуринчен те ирттерет пуль. Тепри аллă-аллă пиллĕкрех ватлăх ытамне лекрĕм тесе килĕшсе пурăнать. Затия Гилачетдиновнăна илес-тĕк - нихçан курман-илтмен çын вăл 68 çитнине ниепле те ĕненмĕ. Сăнанă тăрăх, канăçсăр, хаваслă та ырă кăмăллă çынсем яланах пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшаççĕ, пурнăçпа чунтан киленеççĕ, ыттисемшĕн сăваплă ĕç тума тăрăшаççĕ. Ку кăна та мар, кирек епле ĕçе тытсан та вĕсен ăнăçать. Шăпах çакăн йышшисен шутне кĕртес килет те Затия Алимовăна.

Утса тухнă 68 çулĕ, паллах, вĕçĕмсĕр такăр пулнă тееймĕпĕр. Хушăран тумхахĕсем те тупăннă. Анчах кирек мĕнле лару-тăрура та Затия Гилачетдиновна çухалса кайман, йывăрлăхсене çăмăллăнах парăнтарнă.

 Йышлă ачаллă çемьере çуралса ỹснĕскер ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьел райповĕ йĕркеленĕ сутуçăсен 6 уйăхлăх курсĕнче пĕлỹ пухма пуçлать. Ăна питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерет. Ун хыççăн вăл Тутар Сăкăтĕнчи пушă кĕленчесем йышăнакан лавккара ĕçлеме пикенет. Кунта пĕр вăхăт тăрăшнă хыççăн хĕре хуçалăх таварĕсен суту-илỹ точкинче директор пулма çирĕплетеççĕ.

Ас тăватăп-ха, çав вăхăтра тавра ялсенчи çурт-йĕр çавăракансем çак лавккана сукмак такăрлататчĕç. Унтан кирек-мĕнле тавара та туянма пулатчĕ. Сентресем яланах тулличчĕ. Плана та яланах ирттерсе тултарнăран райпо ертỹçисем çамрăк сутуçăн ĕçĕпе кăмăллăччĕ.

Маттур та чипер хĕре ял каччи Мавлет Алимов та куçран вĕçертмен. 1975 çулта вĕсем пĕр çемье чăмăртанă, лавккара пĕрле тăрăшма пуçланă. Вунă çултан Затияна куллен кирлĕ таварсем сутакан магазин заведующине куçарнă.

Çапла сисмесĕрех 40 çул иртсе кайнă. Ял варринче вырнаçнă лавкка рынок вăхăтĕнче те çухалса кайманни, халăх валли куллен кирлĕ таварсем кỹрсех тăни суту-илỹ планне ирттерсе пурнăçлама май панă. З. Алимовăна çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне яланах ырăпа асăннă, Хисеп грамотисемпе чысланă, премисем панă. "Потребкооперацинче 20, 25, 30, 40 çул ĕçленĕшĕн" паллăсем те пур. Темиçе хутчен те Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине те кĕртнĕ.

Затия Гилачетдиновна тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та килте алă усса лармасть. Вăл чылай çул каяллах предприниматель ĕçне кỹлĕннĕ. Хăйсен лавккасем пур, чăх-чĕп, хур-кăвакал илсе килсе сутаççĕ.

Мăшăрĕпе, Мавлет Абдулрасыховичпа, виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ пĕлỹ илме пулăшнă, мăшăрлантарнă. Ачисем тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă. Затия Алимован 8 мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук.

Мавлет мăшăрĕ, Рафис ывăлĕ йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕни Затия Гилачетдиновнăн чунне амантса хăварнă. Паян вăл кĕçĕн ывăлĕн Рамисăн çемйипе пурăнать. Кỹршĕри кинĕ патне те час-часах каçать. Туслă кил-йыш картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Маттур хĕрарăм ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕн юратăвне, ăшшине, хỹтлĕхне туйса савăнать, уншăн вĕсен телейĕ тĕп вырăнта. Кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет.

Затия Гилачетдиновнан тепĕр лайăх енĕ - ялти нушаллăрах çемьесене алă тăсса пани, çын хуйхине ăнланса пулăшма пĕлни.

Пушă вăхăт тупăнсан вара алла "Авангард" хаçат тытать. Тус та вăл уншăн, чун киленĕçĕ те.

Валентина МАЛЬЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика