Табак туртни организма пысăк сиен кỹрет. Предприятисем, автомобильсем кăларакан тĕтĕм-сĕрĕм, наркăмăшлă компонентсемлĕ апат-çимĕç пирус сĕрĕмĕпе хутшăнса туртакана çеç мар, унпа пĕр пỹлĕмри çынсене те сиенлеççĕ.
Фильтрсăр сигарет туртакан тĕтĕмĕн 32 процентне, фильтрпа тĕтĕмĕн 23 процентне сывласа илет. Тĕтĕмри хытă япаласем 82 процентран пуçласа 90 процент таран ỹпкере ларса юлаççĕ. Табакри никотинпа сăмаласем питĕ сиенлĕ.
Пĕр сигарет туртнă хыççăн организма 1 миллиграма яхăн никотин лекет. Кунта сигарет пахалăхне те, тарăннăн сывласа туртнине те, тĕтĕме ăшра тытса тăнине те шута илмелле. Шăпах çакăн пирки чарăнса тăма тăрăшрĕ те ĕнтĕ тĕп больницăри Надежда Надина нарколог Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче студентсемпе "Пурнăçа каялла туртакан пулăмсем" темăпа калаçу ирттернĕ май. Çитĕнекен ăрăва табак туртнин сиенĕпе паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра çамрăксем хушшинче ку енĕпе иртĕхекенсем тĕл пулаççĕ-ха. Спортпа туслашни, кăмăл-сипет пуянлăхне ỹстерсе пыни, тавра курăма анлăлатни çакна сивлеме пулăшатех.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |