Кайăк хитре  тĕкĕпе, этем – ырă ĕçĕпе!

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2023, 18:47 Просмотров: 226

Чăннипех çапла вăл. Маттур та пултаруллă çынсене пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Паянхи калас сăмахăмăр та Сителте пурăнакан ăста алăллă Алексей Анисимов пирки.

 Алексей Николаевича çывăх çыннисем, тăванĕсем, юлташĕсем ырă кăмăлĕшĕн, яланах алă парса пулăшнишĕн, тараватлăхĕшĕн, уçă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ. Маттур та çирĕп кăмăллă арçын – йывăр самантра чăн малтанах пулăшма хатĕр юлташ, шанчăклă, ырă чунлă ентеш. Ларма-тăма пĕлменскер пур ĕçре те хастар.

Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх валеçмест пулин те, пурнăçра кашниех хăйĕн юратнă ĕçне тупать. Алексей Анисимовăн та  чун киленĕçĕ пур. Вăл çак тăрăхри ăста платник, сварщик, электрик, слесарь. Унсăр пуçне вăл çуртсене шыв кĕртме, ăшă хута яма та маçтăр.  Урăхла каласассăн Сител çамрăкĕ  пур тĕрлĕ ĕç  хатĕрĕпе те тирпейлĕ, килĕшÿллĕ вăй хума пултарать. Унăн аллинче кирек епле япала та «ташласа» çеç тăрать.  Нихăçан та йывăрлăхсенчен хăраман, пуян чун-чĕреллĕ, харсăр та тирпейлĕ арçын пурне те пурнăçлама май çитерет.

Сителте  Алексей алли çитмен кил çук тесен те йăнăш пулмасть. Ара вăл кама евроюсав, кама хапха е теприне çурта тул енчен капăрлатса панă. Çапах та маттур арçын килти выльăх-чĕрлĕхне те пăхма ĕлкĕрет. Амăшĕпе çеç кун кунлаканскер вĕсене картиш тулли тытать.

Пултаруллă Алексей Анисимов нихăçан та общество ĕçĕсенчен тăрса юлмасть. Яланах малтисен ретĕнче. Сителте иртекен субботниксене, масара е ял урамĕсене тирпейлессине тата ытти çĕре те  пĕрмаях хутшăнать. Алексея тирпейлĕхне, маттурлăхне кура яланах чи яваплă ĕç шанса параççĕ. Сителшĕн чунне пама хатĕрскерĕн халăхшăн тунă ырă ĕçĕсем пайтах. Акă яла кĕнĕ çĕрте вăл хăй аллипе пайăн-пайăн пухса ăсталанă стела мĕне тăрать.  Аякранах курăнса лараканскер пăхса ытармалла мар хитре пулса тухнă унăн. Килен-каяна ырăпа кĕтсе илсе ырăпа ăсатать.

Çак кунсенче Алексей Николаевич çавра çулне паллă тăвать. Эпир ăна чунтан чи ырă та ăшă сăмахсемпе ялшăн тăвакан ĕçĕсемшĕн тав тăватпăр. 50 çулхи сумлă юбилей ячĕпе юман пек ҫирӗп сывлӑх, пархатарлӑ кун-ҫул, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, пысӑк хавхалану сунатпӑр. Ĕç тунă чух та,  килте те тăнăçлăх хуçаланса кăмăлне хавхалантарса пытăр. Пурнăç сукмакĕ тумхахсăр пултăр, мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе  ăнтăлма Турă пулăштăр. Малашне те чĕринчи хĕрÿлĕх ялкăшса тăтăр.  (654).

 Сител ял халăхĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика