Мартăн 20-мĕшĕнче Шупашкарти "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче Телейлĕ ачалăх çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Уява республикăри пур кĕтессенчен те тăватă пин ытла ача хутшăнчĕ. Паллах, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕнекен ăру та çак мероприятинчен пăрăнса юлмарĕ. Унта чи пултаруллисене йыхравланă. Вĕсем тĕрлĕ олимпиадăпа конкурс çĕнтерỹçисем, вĕренỹре малта пыракансем, спортра тата тĕрлĕ юхăма хутшăнса палăрнисем.
Уява çỹллĕ шайра йĕркеленĕрен вăл ачасене çеç мар, аслисене те савăк кăмăл парнелерĕ. Кăçал Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнă май чи пултаруллă вĕрентекенсем те сцена çине хăпарма тивĕçрĕç.
Çавăн пекех республикăри округсенчен килнĕ делегацисен парачĕ те пулчĕ. 15-шер çынран тăракан ушкăна чи маттур та пултаруллисене кĕртнĕ, кашнине ятран асăнчĕç.
"Паян эпир сирĕнпе Телейлĕ ачалăх çулталăкне старт патăмăр. Пурне те ырă çул пултăр, хастар утăр, тĕрлĕ çĕнтерỹ яланах сирĕн пурнăçра нумай пултăр. Çĕнтерỹ пултăр тесен умма тĕллевсем лартмалла, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхмалла. Паянхи кун çакăн пек ĕçлени хисепе тивĕç. Командăпа пулсан çĕнтеретпĕр, малалла каятпăр", - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев мероприятие хутшăнакансене саламланă май.
Хаклав
Юрий ИСАЕВ, ЧР вĕрентỹ институчĕн ректорĕ, пирĕн ентеш:
- Чăваш Ен Правительстви хамăрăн ачасене, вĕсен пурнăçне телей енне ăнтăлтарма тăрăшни куç кĕретех. Çитĕнекен ăру шкулта лайăх пĕлỹ илнипе пĕрлех тĕрлĕ-тĕрлĕ пултарулăх енĕсене те аталантарма пултарать. Ăна валли пур услови те пур. Çавăн пекех йывăрлăха лекнĕ ачасене те патшалăх алă тăсса парать, пулăшма мехел çитерет.
Александр ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |