Наркотикпа çыхăннă акци никамшăн та пулмĕ ытлашши

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2023, 18:52 Просмотров: 224

 ЧĂВАШ Республикинче мартăн 13-24-мĕшĕсенче "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер!" ятпа Раççейри акцийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - наркотикпа çыхăннă ыйтусемпе çамрăксем хушшинче профилактика ирттересси, ку ĕçе общественноçа явăçтарасси.

Акцие Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсем те хастар хутшăнчĕç. Сителти культура ĕçченĕсем те яланхи пекех çак мероприятире пысăк хастарлăх кăтартнă. Оксана Хомуткина библиотекарьпе Ирина Лякова культорганизатор урамра тĕл пулакансемпе кашнийĕнпех "Эпир - пурнăçшăн! Наркотиксăр пурнăç!" темăпа уçă калаçусем ирттернĕ, вĕсене организма сиен кỹрекен наркотик, эрех-сăра пирки брошюрăсем, буклетсем панă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика