ÇУЛА тухакан водителĕн яланах тимлĕ пулмалла, хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Çавăн чухне çеç çул çинче аварисен шучи чакĕ, çын сывлăхĕпе, пурнăçĕпе çыхăннă инкек-синкек сахалтарах пулĕ. Шел пулин те, вĕсем пирĕн тăрăхра та пулкаласах тăраççĕ. Темиçе кун каялла çеç "Çĕрпỹ-Ульяновск" аслă çул çинче, Треньел çывăхĕнче "Тойота Камри" автомобиль водителĕ рульне итлеттерейменрен çĕрле çул хĕрринчи васана чăмнă. Мухтав Турра, пăтăрмах синкерлĕ вĕçленмен. 38 çулхи водительпе пассажира вырăнтах кирлĕ медицина пулăшăвĕ панă. Руле парăнтарайман водителе медицина тĕлĕшĕнчен пăхса илессине (медицинское освидетельствование) хирĕçленĕшĕн вара çул-йĕр инспекторĕсен РФ КоАПăн 12.26 статйипе административлă протокол çырма тивнĕ.
Ноябрь 2024 |