Мăсăльман тĕнне тытса пыракансемшĕн те типĕ пуçланчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2023, 18:53 Просмотров: 275

ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансемшĕн тăваттăмĕш эрне Аслă Мăнкун умĕнхи типĕ пырать. Христос чĕрĕлсе тăнине кăçал апрелĕн 16-мĕшĕнче паллă тăватпăр.

Ĕнер, мартăн 23-мĕшĕнче, мăсăльман тĕнне пăхăнакансемшĕн те Курбан-Байрам умĕнхи типĕ пуçланчĕ. Вăл пĕр уйăха яхăнах, апрелĕн 21-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта вĕсем Коран йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнаççĕ, ирхине хĕвел тухиччен тата хĕвел ансан çеç апатланаççĕ, кунĕпе çăвара пĕр тумлам шыв та ямаççĕ. Çав вăхăтрах кĕлĕсем вулаççĕ, усал шухăшран та, киревсĕр ĕçрен те, çынна кỹрентересрен тата ыттинчен асăрханаççĕ, ун вырăнне сăваплă та пархатарлă ĕçсем тума тăрăшаççĕ. Çынна пĕр хут ырă туни вара темиçе хут ырăпа таврăнать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика