КИВĔ КАТЕКРЕ пурăнакан Артем Станиславович Кузнецов Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах хăй ирĕкĕпе Украинăри ятарлă çар операцине кайма контракт çырнă. Каччă ытти чылай ентеш-салтак пекех командованийĕн çар заданийĕсене яланах кăтартуллă пурнăçланă, хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек туса пынă. Çакăншăн ăна Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен Верховнăй Главнокомандующийĕ Тав хучĕпе тата "За боевое отличие" медальпе чысланă. Нумай пулмасть ялта отпускра пулнă салтак вĕсемпе юратнă амăшне - Елена Васильевнăна савăнтарнă, малашне те салтак чысне çỹлте тытма шантарнă. Турă Артем Станиславовича та, ытти салтаксене те çар операцийĕнчен тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме пулăштăрах. Сăмах май каласан, Кивĕ Катек хастарĕсем Украинăри çар операцине хутшăнакан ентешсем патне гуманитари пулăшăвĕ çитерес тĕллевпе те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Ольга Кувшинова культура ĕçченĕ ертсе пынипе вĕсем ытти япаласемпе пĕрлех салтаксем патне окопра усă курмалли çуртасем те чылай туса ăсатнă.
Ноябрь 2024 |