Кашни ыйтăва - тулли хурав

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2023, 18:40 Просмотров: 211

Нумай пулмасть çеç ПКашни ыйтăва - тулли хурави итогне тỹрĕ эфирта, онлайн мелĕпе пĕтĕмлетрĕ, çав вăхăтрах граждансене кăсăклантаракан ыйтусене те хуравларĕ. Диалог "Контактра" социаллă сетьре Чăваш Республикин регион управленийĕн центрĕ (ЦУР) пулăшăвĕпе иртрĕ.

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов калаçăва чăн малтанах хальхи вăхăтри çивĕч ыйтусенчен пĕринчен - автомобиль çулĕсене юсанинчен пуçларĕ: "Хĕл кунĕн хăйне евĕр условийĕсем - ăшăпа сивĕ улшăнса тăни, çумăр çуса ирĕлтерни - чылай вырăнти çула çĕмĕрчĕ, ватрĕ. Хальхи вăхăтра çак ыйту манăн çирĕп тимлĕхре. Муниципалитет округĕнчи çула пăхса тăракан мĕнпур подряд организацийĕ çанталăк ăшăтсанах шăтăк-путăка тирпейлеме тухĕç (ку ĕç пуçланнă). Çак ĕçе 2023 çулхи июнĕн 4-мĕшĕччен йăлтах вĕçлеме палăртнă. Юсав ĕçĕсене 25 участокра пурнăçламалла".

Кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕçе пĕтĕмлетсе пынă май, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ "Ку чухнехи хула хăтлăхĕ" программăпа Патăрьелĕнче обществăлла территорие, массăллă кану вырăнне çак кунсенчех хăтлăлатма пуçламаллине каларĕ. Çак программăпах Тутар Сăкăтĕнче "Çĕнтерỹ" скверне тума палăртнă. Çавăн пекех халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăлатас тĕллевпе Патăрьелĕнчи ОКЦ таврашĕнче тата Ленин урамĕнчи нумай хваттерлĕ икĕ çуртăн территорине, Первомайскинчи Лесная урамри картиш таврашне асфальт çул сарса тирпейлеме, саксем вырнаçтарма, çутăпа тивĕçтерме планланă.

Юлашки çулсенче Патăрьелсем пуçару бюджечĕпе усă курса та ялсене, тавралăха чылай хăтлăлатаççĕ, капăрлатаççĕ. Тỹрĕ эфирта та çак ыйту пирки сăмах пулчĕ. Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче асăннă программăпа 16 проект, 27 миллион тенкĕлĕх пурнăçа кĕртмелле.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе тỹрĕ эфирта йĕркелекен диалог йăлана кĕрсе çеç пырать пулин те граждансене çакнашкал хутшăну, хăйсен пăшăрханăвне тỹрех округ ертỹçине çитерме пултарни, çийĕнчех хурав илни кăмăла кайни сисĕнчĕ. Подписчиксем кĕске вăхăтрах тĕрлĕрен ыйтупа эфира тухрĕç.

Акă, Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакана харăсах темиçе ыйту пăшăрхантарчĕ: ялти стадион, "Ырсем" çăлкуç шăпи, дамбăсем, Нăрваш Шăхальпе Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи çулсем юхăнни. Патăрьелĕнче пурăнакан ача амăшĕ "Сказка" ача сачĕ çывăхĕнче çул çинче çуран каçмалли вырăн (пешеходный переход) кирли пирки, Хирти Пикшик çынни ялти вăтам шкул таврашне хăтлăх кĕртес ыйтăва хускатрĕç. Тỹрĕ эфир саманчĕпе усă курса камсене хăй ĕçне (самозанятый) пуçăнма ирĕк панипе, выльăх-чĕрлĕх усракансене, пахча çимĕç çитĕнтерекенсене, ял хуçалăх техникине туянас текенсене патшалăх паракан субсиди, сĕт хакĕн малашлăхĕ пирки те калаçу пуçарчĕç. Культура, спорт аталанăвĕ пирки пăшăрханакансем те тупăнчĕç. Пĕр хастар Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека çĕнсе илнĕ 5 миллион тенкĕ укçана мĕнле тĕллевпе усă курма пултарнипе кăсăкланчĕ. Шăнкăртамри хăтлă стадион алăкĕсем тăтăшах хупă пулни, çавна май ачасемпе ял çыннисем унта сывлăха çирĕплетме çỹреймен пирки те ыйту пулчĕ. "Контактра" социаллă сетьри тỹрĕ эфир пысăк хастарлăхпа иртрĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кашни ыйтăва тулли хурав пачĕ, уçă калаçушăн пурне те тав турĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика